Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Эпир усă куракансем

Пурнăçăмăра электричество энергийӗсӗр пуçне куç умне кăларса тăратма та пулмасть

Редакци почтине коммуналлă пулăшусемшӗн тӳлевсем, электричествăн шут-хисем оборудованине улăштарас тӗлӗшпе ыйтксем час-часах кӗреççӗ. Эпир вӗсене пухса «Татэнергосбыт» обществăн Пӑва филиалӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн начальникне Венера Низамована патăмăр.

энерго фото римма мавлютова— Венера Равилевна, усă курнă электричество энергийӗшӗн тата ытти çавăн пек пулăшусемшӗн тӳлеве уйӑхăн хӑш кунӗнче тӳлемелле-ши, тесе ыйтса çырать хаçат вулаканăмăрсенчен пӗри... Тӳлеве вӑхӑтра пурнăçламаншăн мӗн пулать?

— Счетчиксен кӑтартӑвӗсене кашни уйӑхӑн 25-мӗш числиччен пире, урăхла каласан «Татэнергосбыта» памалла. Енчен те эсир вӗсене пама ӗлкӗреймесен пулсан, шут-хисеп уйӑхри вӑтам калӑпӑшпа, унтан нормативпа пулса пырать.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеве Пурӑнмалли ҫурт-йӗр кодексӗпе (РФ ТК 155 статья) килӗшӳллӗн шут-хисеп уйăхӗнчен çитес уйӑхӑн 10 числиччен (шут-хисеп уйăхне счет-квитанцире кăтартнă) тӳлемелле.

— Манса кайса тӳлеменнисем те, ятарлă тӳлемен çынсем те пур-тăр? Вӗсен тӗлӗшпе мӗнле мерăсем йышăнатăр?

— Ҫӗпрел районӗнчи халӑхӑн 2023 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен электричество энергийӗшӗн парӑмӗ 864 342,88 пин тенкӗпе танлашать. Усă курнă электричество энергийӗшӗн абонент 2 уйӑх ытла тӳлемесен унăн хуçалăхне электричествăпа тивӗçтерессине чарса лартаççӗ. Ку законпа килӗшӳллӗн палăртнă процедура.

Парăмӗсем пулнă çынна унăн электричество энергийӗ енӗпе парăмӗ пулни тата ăна тӳлеме кирли çинчен малтан заказлӑ ҫыру е СМС яраҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, электричество энергине чарса лартас умӗн ӗçченсем потребительсене шӑнкӑравлаҫҫӗ, парӑма тӳлеме кирли ҫинчен асӑрхаттараҫҫӗ. Çак мерăсем хыççăн та шут-хисеп тумасан электричество пама пăрахаççӗ.

Парӑма тӳленӗ хыҫҫӑн, «Татэнергосбыт» обществăна электричество энергийӗпе çыхăнтарма заявлени ҫырса памалла.

— Венера Равилевна, темиҫе ҫул каялла районта «ӑслӑ» счетчиксем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Хальхи вăхăтра районта мӗн чухлӗ çавăн пек счетчиксем пур тата вӗсем ӗлӗкхи счетчиксенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

— Хальхи вӑхӑтра районта 49 «ӑслӑ» счетчик вырнаҫтарнӑ. Ҫак приборсен лайăх енӗсем акӑ мӗнре: приборсем ӗҫ режимне тата виҫев результачӗсене кӑтартма ҫеҫ мар, ҫак даннăйсене автоматла майпа «Татэнергосбыт» обществăна хӑй тӗллӗнех пама пултараҫҫӗ. Кивӗ счетчиксен кӑтартӑвӗсене вара хăв тӗллӗн памалла. «Ăслă» счетчиксемпе усă куракансене квитанцине кӗтсе илесси тата ӑна тӳлесси ҫеҫ юлать.

Ҫавӑн пек электросчетчик «Татэнергосбытӑн» интеллектуаллӑ системине электроэнерги пахалӑхӗ ҫинчен информацие ярса парать. Заводри производителӗн пломбисене уҫма хӑтланнине, магнит уйӗ витӗм кӳнине т. ыт. те çырса пырать.

— Халӗ энергособережени теми питӗ актуаллă. Эсир пирӗн вулакансене ҫемье бюджечӗн укҫине мӗнле перекетлеме сӗнетӗр?

— Пӗрремӗшӗнчен, маларах усӑ курнӑ лампочкăсене энерги перекетлекен хальхи лампочкӑсемпе улӑштарӑр, тесе каланă пулăттăм. Ҫакӑ электричествопа усă курассине вӑтамран 2 хут чакарма пулӑшӗ.

Энерги перекетлекен лампочкӑсем туяннӑ тӑкаксене ҫулталӑк хушшинче каялла таврăнать. Ан манăр, зарядка паракан хатӗре розеткӑран кӑлармасан та, вӑл татах электроэнерги малалла илсе тăрать. Холодильнике ӑшӑтмалли приборсемпе духовкӑран аяккарах вырнаҫтарӑр. Пăрпа витӗннӗ сивӗ камера ӗҫленӗ чухне холодильникăн энерги илесси 20 процента яхӑн пысӑкланать. Ҫумалли машина сахал кӗпе-йӗм ҫунӑ чухне 10-15 процент ытларах электричество энергийӗ илет. Çавăн пекех, ҫумалли программӑна тӗрӗс мар суйланӑ чухне электроэнергийӗн ытлашши тӑкакӗ 30 процента ҫитет. Электричество чейникӗнчи юшкăна та вăхăтра тасатса тăни паха. Мӗншӗн тесен юшкăн ларнă чейникре шыв та майӗпенрех ӑшӑнать, электричествăна вара ытларах илет. Электричество энеогийӗпе перекетлӗ усă курас тесен, апат хатӗрлеме тӗплӗ савӑт-сапа суйласа илӗр, савӑт-сапа тӗпӗ конфорка диаметрӗпе танлашсан авантарах. Чӳречесем те таса пулни те паха роль йышăнать.

— Калаçăвăршăн тавтапуç, Венера Равилевна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев