Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче тӑватӑ ҫын сиен курнӑ

Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн черетлӗ ларӑвне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ирттерчӗ.

Лару кунӗн йӗркинче районти ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗç.
Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин ТР Çӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов хӑйӗн сӑмахӗнче кӑҫалхи çулăн пуçламăшӗнчен мартăн 27-мӗшӗччен пулнă лару-тăру тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен калаçрӗ.

Кӑҫал район территорийӗнче 2 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 4 ҫын сиен курнӑ, вӗсенчен пӗри — автомобильри ҫулӗ ҫитмен пассажир. Иртнӗ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ҫынсем вилнӗ çул-йӗр-транспорт аварийӗсем регистрациленмен, анчах çул-йӗр-транспорт аварийӗсем 2 ытларах пулнă, ҫынсем сиен курнӑ.

Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем район центрӗнче тата Ҫӗрпӳ-Ульяновск-Кивӗ Ишлӗ автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Инкек курнисем пурте — пирӗн районта пурӑнакансем. Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикăлассине тимлӗхе илнине пӑхмасӑрах, кӑҫал водительсен тӗлӗшпе ҫул-йӗр правилисене пӑснă икӗ çул-йӗр-транспорт аварийӗ палăрнă.

Виҫӗ уйӑх хушшинче автоинспекторсем 500 ытла çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăсассине асăрхаттарнă, ҫавӑн пекех, ӳсӗр пуçпа транспорт хатӗрӗсене çӳретекен 8 водителе тытса чарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикӑлассишӗн тата аварисемпе çыхăннă лару-тӑрӑва улӑштарассишӗн районти автоинспекторсем кунсерен кăнтăрла тата каçхинехи вăхăтра, шалти ӗҫсен уйрăмӗн ытти ӗçченӗсем хутшӑннипе, рейдсем ирттереҫҫӗ.

Докладчик палӑртнӑ тӑрӑх, ГИБДД ӗçченӗсем ҫул ҫитмен ачасем хутшӑннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене пултарас марришӗн БДД патшалăх бюджет учрежденийӗпе тата ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле акци, ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗ, ҫавӑн пекех шкулсенче тӗрлӗ калаҫусемпе лекцисем йӗркеленӗ.
Анатолий Михайлов ачасен тумтирӗ ҫинче талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче ҫутта тавăракан элементсем пулмалли, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курмалли пек ыйтусем çинче те чарăнса иртрӗ.

Малалла тăсса

Лару пынӑ май, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн хӑш-пӗр урамӗсенче искусствӑлла тикӗс мар вырӑнсем тӑвас, çул паллисем лартас, пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче «кил-шкул-кил» схемӑсем пуррипе çуккине тата тӳрӗ килнипе килменнине тӗрӗслес ыйтусене те ҫӗклерӗç.
Лару вӗçӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен район комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе тата та вӑйлатмаллине палӑртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев