Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Çӗрсен налук ставкине ӳстерни

    Ял хуçалăх пӗлтерӗшӗнчи усă курман çӗрсен налук ставки ӳсет. Кун çинчен  пире «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн çӗр надзорӗн уйрăмӗн патшалӑх инспекторӗ Линар Шайдуллин пӗлтерчӗ.

    – РФ Налук кодексӗн 394 статйин 1-мӗш пункчӗн 1-мӗш подпунктӗнчи иккӗмӗш абзацӗпе килӗшӳллӗн ял хуҫалӑх пӗлтерӗшӗнчи çӗрсен е пурăнакан пунктсенче  ял хуçалăхшăн усă куракан тата ял хуçалăх производствишӗн усӑ куракан çӗрсен кӗртнӗ ҫӗр лаптӑкӗсемшӗн налук ставкисем 0,3%ран иртмелле мар. Анчах налук ставки 0,3%ран иртмен виçепе усӑ курассишӗн ял хуçалăх производствишӗн кун пек çӗр лаптӑкӗсенчен ирӗк панă усӑ курмалли тӗссемпе килӗшӳллӗн кăна усăланмалла. Енчен те патшалӑх ҫӗр надзорӗн организацийӗ çӗрпе ял хуҫалӑх тӗллевӗсемшӗн усӑ курман пулсан, РФ КоАП 8.7 статйин 2 пайӗнче пăхăннă пулсан,  налук ставки  1,5% танлашать. Ҫӗр налукӗн ставкине ӳстерни ҫӗрпе усӑ куракансем ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ тата ҫӗр лаптӑкӗсене ӗçе кӗртме тивӗçлӗ пулӗç, – тет инспектор.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: