Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çемйине урамра тăратса хăварнă

Дария Ларионова (хӗр хушамачӗ Шуркина) 93 çулпа пырать, вăл  38 çул районти  потребительсен обществинче бухгалтерта вăй хунă. Çураласса вара, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1928 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче çуралнă.

Николай Ларионов–Йӗлмел

Ачалăхӗ питӗ тертлӗ тата нушаллă килнӗ унăн.

– Аттепе аннен  тăхăр ачаччӗ. Пирӗн йăхра виçӗ Петр Петрович – ман тете, атте тата асатте. 1931 çулта атте çуртне тустарса район центрне илсе кайнă, эп ун чухне виççӗ те тултарман пулнă. Пирӗн аптиркка пулнă, унпа кӗрпе уйăрнă. Хам та кăштах тӗлӗкри пек астăватăп, сарлака та тайлăк кӗпер çинче икӗ лаша тăратчӗ, вӗсем утнă май кӗперӗ çаврăнатчӗ, тӗнӗлӗ хулăнччӗ. Ӗçлемен чух хам та кӗперӗ çине хăпарса курнăччӗ пек астăватăп.

Пӳрте тустарма килнӗ чух çемье яшка çисе ларнă, вӗсене урама тухăр тесе кăшкăрнă. Анчах хăй пӳртӗнчен камăн тухасси килтӗр? Вӗсем çаплах апат тунă.  Лешсем хăпарса кайса ишме тытăнсан сӗтел çине мачча хăмисем хушшинчен тăпрас юхса тăнă, тет. Икӗ пӳлӗмлӗ пӳрте, крыльцана, аслăк-вите таврашне, аптирккана виçӗ лашапа виçӗ кунра та турттарса пӗтереймен тетчӗç. Темиçе лашана, ытти выльăхсене, мӗнпур тырра вуçех илсе кайнă. Мунчана çеç тивмен, анчах унта пирӗн кӗме юраман. Пусă тарасине  ял валли кирлӗ тесе хăварнă. Аттене суд туса пилӗк çула тӗрмене хупнă, çемьене урамра тăратса хăварнă. Пӳрте тустарнă чух манăн тетесем çынсем патӗнче пытанкаласа пурăннă, илсе каясран хăранă. Пирӗн çемье пилӗк çул Албутов Миккалайсем патӗнче пурăнчӗ. Миккалай арăмӗ ман аттепе пӗртăванччӗ. Кайран аттене аптирккара ӗçлеме пулăшнă Миккалай ятлă арçын мунчана хăй укçипе туянса, пире пачӗ. Мунчана тăм кирпӗчпе хушса хучӗç, эпир çавăнта пурăнма куçрăмăр. Атте 1935 çулхи июльте срокӗнчен маларах  тӗрмерен таврăнчӗ. Унтан  нушалана-нушалана пӳрт лартрӗ.

Аттепе анне тетесен юлташӗсене – хамăр касăра пурăнакан Казаков Элексантăрпа Тяппана шеллесе тăхăнма пальто таврашӗ,  атă-пушмак  панине каласа паратчӗç. Кайран ку çемье Чăваш Ене куçса кайрӗ.

Атте – Петр Петрович Шуркин 1883 çулхиччӗ.  Анне Перасковия Федотовна унран икӗ çул кӗçӗнчччӗ,  унăн хӗр хушамачӗ  – Смоленцова. Пӳрте тустарма киличчен анне хăйӗн вилӗмлӗх тумне кӳршӗри Алякинсем патне кайса  ланчашкапа чӗркенӗ те, вите урай хăмисене илсе пытарса хунă пулнă. Шурă кӗпи аркине, çаннине вӗтӗ тӗрӗпе тӗрленӗччӗ. Анчах  кӗпи пурпӗрех выльăх каяшӗпе вараланнăччӗ, йӗр-йӗр сап-сарăччӗ, çусан та каймарӗ. Аннене çаплипех пытартăмăр. Вăл 61 çул пурăнчӗ. Юрать, Алякинсем аннен вилӗмлӗх тумне хăйсем патне пытарма ирӗк панă-ха, ун чухне репресси тунă çынсемпе çыхланма та хăранă, лешсене хăйсене те айăплама пултарнă вӗт,  –  тет  Дария Петровна.

Аслă вăрçă халăха пушшех те пысăк инкек илсе килнӗ.

– Тăватă тетене фронта илсе кайрӗç, Елюк аккана Алякина Елюкпа (ялта Кăркăс Елюкӗ тетчӗç) пӗрле ФЗОна ăсатрӗç. Анне ялан йӗретчӗ. Каçпа пӳртре лампа çутма юраман, чӳречесене карса хураттăмăр. Фронт валли çӗрулми типӗтетчӗç, чăлха-алсиш çыхатчӗç. Елюк аккана кайран Тархана окоп чавма та илсе кайрӗç. Вăрçă вăхăтӗнче атте те вилчӗ. Эпир килте  кӗçӗннисем кăна юлтăмăр. Чи асли – Ваççа тете (1910 çулхи) вăрçăран таврăнаймарӗ, хыпарсăр çухалчӗ. Миккалай ятли (1912) чирлӗччӗ, пӗчӗк чухне вăл чупса иртекен лашасем хушшине юлнă, вăйлă хăранă. Ăна кайран пăлтăр пусми айӗнчен тупнă. Çавăнтан чире кайнă, вăл 1944 çулта вилчӗ. Петя тете (1914) вăрçăра нимӗçсен аллине лекнӗ, тыткăнра нуша курнисене каласа паратчӗ. Хамăрăн пӗр салтака çӗрнӗ çӗрулми илсе çиме хăтланнăшăн нимӗç персе пăрахрӗ тетчӗ. Илькка тете Днепр шывӗ урлă каçнă чух фашистсемпе куçа-куçăн, алă вăйӗпе çапăçнине каласа паратчӗ. Ăна пӗр нимӗç хыçалтан сиксе ларса пăвма тытăннă, анчах вăл вӗçерӗнме пултарнă, лешне хăйне тӗп тунă. Кайран вăл штабра та ӗçленӗ. Элекçей тете (1925) яппун самурайӗсемпе çапăçнă, аманнă, контузи пулнă. Телее, Ваççа тетесӗр пуçне ыттисем пурте киле таврăнчӗç, ватăличчен пурăнчӗç.  Пирӗн ялта вăрçăра пӗр килтен 4-5 çын вилнисем те пур. Унта мӗнпурӗ пирӗн ялтан 188 çын пуçне хунă, – аса илет вăл çулăмлă çулсене.

Тарье шкула 9 çулта кайнă, пӗрремӗш учителӗ Кирилл Дмитриевич Селендюков пулнă, кайран вăл вăрçăра çухалнă. Ялти  7 класлă шкула  пӗтерсен хӗрача саккăрмӗш класа Аслă Аксăва çӳрет, тăххăрмӗшне вара – Кивӗ Çӗпрелне.  1949 çулта тăххăр пӗтерсен хӗрачана кӳршӗ ялти – Кивӗ Чукалти сельпора счетоводра ӗçлекен Елюк акăшӗ хăйне пулăшма тесе пӗрле илсе каять. Малтанхи уйăхра 13 тенкӗ шалу укçи илсен еплерех савăннине Тарье акка паян та лайăх астăвать. Çапла вара вăл шкула пăрахсах кунта виçӗ çул ытла ӗçлет.

Унтан Илькка тетӗшӗ сӗннипе вăтам пӗлӳ илес тесе Вăта Тимӗрçен шкулне 10-мӗш класа каять, пулас поэтпа Анатолий Ермиловпа (Юман) пӗрле вӗренме тӳрӗ килет унăн.

Вăтам пӗлӳ илнӗ, малтан счетоводра ӗçлесе курнă хӗре 1952  çулта Кивӗ Çӗпрел районӗн потребительсен обществин тӗп бухгалтерӗ Никифор Егоров хăй патне илет. Кăштах ӗçлесен хӗре Упи ялне сельпона яраççӗ, унта вырăс арăмӗ патӗнче хваттерте пурăнать. Кунта ăна 1954 çулта Хăймалу çынни курать те хăйсен тăванӗпе Ананий Ларионовпа паллаштарать. Тепӗр çул вара Дария Шуркина ăна качча каять, Хăймалăва пурăнма куçать, каялла райпона ӗçе кӗрет. Ӗçленӗ май Хусанти кооператив техникумӗн бухгалтери уйрăмне куçăмсăр майпа пӗтерет. Ананий райкомра пӗрлехи пайра секретарьте вăй хурать, кайран Ӗç тăвакан комитета пӗрлехи пая куçать. Вӗсен ывăл тата икӗ хӗр çуралать. Çемьене район центрӗнче хваттер параççӗ. Çапах та тăхăр çул Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăннă хыççăн Ларионовсем Хăймалура пӳрт лартаççӗ.

– Шел, Ананий 1969 çулта вилчӗ, виçӗ ачана пӗччен ура çине тăратрăм. Кашни кун хам ӗçе кайнă чух вӗсене Кивӗ Çӗпрел шкулне илсе каяттăм, кӗçӗннине вара – Юльăна çунапа туртаттăм. Çырма урлă кӗпер çукчӗ, лачака, çумăр, тăман вăхăтӗнче питӗ хӗнччӗ каçма, – аса илет вăл.

1963 çулта Çӗпрел районне пӗтерсе Пăва районӗ çумне хушса хурсан райпо пӗтет, çыннисем сапаланаççӗ. Тарьене вара Кивӗ Çӗпрелӗнчи сельпона куçараççӗ. Вăл вăхăтра унта Çӗнӗ Йӗлмел хӗрӗ Валентина Угандеева  ӗçленине те калать вăл. Тарье акка 1976 çулта  общепит тытăмне куçать, аслă бухгалтер пулать. Хăш чухне отпуск та паман, укçине панă та ӗçлеме хушнă. 1983 çулта вăл тивӗçлӗ канăва тухать,1985 çулта  вара ӗçлеме пăрахать.

– Пӗррехинче мана район пульници территорийӗнче Быков Миттюк курчӗ. Вăл хамăр ял çынни, унта хуçалăх ӗçӗсене туса пыратчӗ. «Тарье, хăвăр пӳртӗре курас килмест-и?» – ыйтать  вăл манран. Мана йывăç çурта илсе кӗчӗ, унта вăл ут хатӗрӗсене усратчӗ. Малтан ку çуртра врачсем пурăннă иккен, кайран пульницан пӗр уйрăмӗ пулнă. Çапла вара эпӗ хамăрăн тустарса кайнă пӳрт ăшне темиçе теçетке çул иртсен кӗрсе куртăм, чӳрече саккисене, стенисене алăпа сӗртӗне-сӗртӗне пăхрăм, –  тет Тарье.

Юлашки 12 çул Тарье аккана хӗл каçма ялта хăвармаççӗ. Ульяновскра пурăнакан ачисем хăйсем патне илсе каяççӗ. Май уйăхӗ çитсенех вара вăл яла таврăнать. Пӗччен мар, унпа пӗрле Юлия хӗрӗ те пырать, амăшне пӗччен пурăнтармасть. Паллах, ачисем хăйне пăхни халь Тарье аккашăн пысăк телей.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев