Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗç çулӗ трактор çинче иртнӗ

Николай Назаров 90 çулхи юбилейне палăртрӗ

Григорий Гаврилович Назаров Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1934 çулхи майăн уйăхӗн вӗçӗнче кун çути курнă. 
Кӗркури тетен ашшӗпе амăшӗ, Гаврил Степановичпа Анна Александровна, ялта çӗр ӗçлесе, выльăх усраса пурăннă çынсем пулнă. Унăн ашшӗ вăрçă пуçланиччен чирлесе çӗре кӗрет. Амăшӗ те вăрçă вăхăтӗнче, йывăр хуйха пула, нушаллă пурнăçран 55ре чухнех ӗмӗрлӗхех куçне хупать.

Çемьере 10 ача тăлăха тăрса юлать. Тăлăх çемьере 6 ывăлпа 4 хӗр çитӗнеççӗ: ывăлсенчен Петӗр, Микуль, Женя, Хвеча, Мӗтри, кӗçӗнни Кӗркури, хӗрсенчен Саша, Марье, Санька тата Хрестюк. Кӗркури ун чухне 10ра çеç пулнă-ха, ăна ура çине тăратма аслă тетӗшӗсемпе аппăшӗсем сахал мар вăй хунă. 

Çемьере паянхи кунччен Анна Александровнана Мускаври Кремльте панă «Матери Героине» текен Совет правительствин Хисеплӗ хучӗ чыслăн упранать. Калас пулать, Кӗркури тетен Петӗр, Микуль тетӗшӗсем вăрçă вăхăтӗнче Уфа тата Хусан хулисенче тӗрлӗ заводсенче, фабрикăсенче вăрçă хатӗрӗсене туса кăларнă çӗрте вăй хураççӗ. Вăрçă хыççăн, тетӗшӗсем патне Уфа çывăхне, тетӗшӗ Хвеча те яланлăха ӗçлесе пурăнма куçать. Тетӗшӗ Женя вара, Саратовра летчиксем хатӗрлекен кӗске курссене пӗтернӗ хыççăн, Сталинград хулине хӳтӗленӗ çӗрте, летчик пулса, çапăçусене хутшăнать. Каярахпа вăл Эстони çӗрне фашистсенчен хăтарнă вăхăтра, 1943 çулта, Нарва хули çывăхӗнче аманса вилет. 

Кӗркури тете 14ра чухнех трактор çинче плугарь пулса ӗç çулне пуçлать. 1-2 çул ӗçлесен, Кивӗ Чукалта вырнаçнă МТСра вӗренсе, тракторист правине алла илет. 

— Манăн пӗрлехи ӗç стажӗ 55 çул ытла, — терӗ Кӗркури тете хăйӗн асаилӗвӗсенче. — Ялан çул çул çинче, Чăваш Республикинчен вăрман, Пăрăнтăк станцийӗнчен çунтармалли-сӗрмелли материал, удобрени тата ыттине те турттарнă, сиввине, çумăрне, шăрăхне пăхман, çулсем те хальхи пек асфальт марччӗ вӗт.

Ял хуçалăх производствинче пысăк кăтартусем тунăшăн, тивӗçри шайри хастарлăхпа ӗçре вăй хунăшăн Кӗркури тете 1970 çулта «Ӗçри паттăрлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнӗ ятпа» юбилей медальне тивӗçлӗ пулать. Çав çулах тухăçлă та хастар вăй хунăшăн Тутарстан АССРӗн выставка комитечӗн Тав хутне тивӗçет. 1976 çулта, Бауман ячӗллӗ колхозăн уй-хир ӗçӗсен пӗтӗмлетӗвне пăхса, Григорий Назарова «Социализмла ăмăртăвăн çӗнтерӳçи» текен медаль парса чыслаççӗ.

Григорий Гаврилович мăшăрӗпе Лидия Ананьевнапа пӗрле 5 ача: 2 ывăлпа 3 хӗр, пăхса ӳстерсе, тӗрӗс воспитани парса, пурнăç çулӗ çине тăратнă. Вӗсене пурне те аслă е ятарлă пӗлӳ илме пулăшнă. Ачисенчен асли — Николай, аслă пӗлӳллӗ, Шупашкарти ял хуçалăх институтне пӗтерсе, инженер-механик специальноçне алла илет. Вӗреннӗ чухне çуллахи вăхăтра студентсен отрядӗнче Казахстан çӗрӗ çинче 1983-85 çулсенче, тӗрлӗ техникăпа хирти ӗçсенче активлă хутшăнать. Заводра ӗçленӗ вăхăтра, куçăмсăр майпа УМЛран (университет марксизма-ленинизма), çаплах, экономика сферинче ăнăçлă вӗренсе тухать.

Хӗрӗ Валя Ульяновскри ятарлă техникумра сӗт-çу хатӗрлес енӗпе технолог специальноçне алла илнӗ, унтах заводра ӗçлет. Виççӗмӗшӗ — хӗрӗ Нина, вăтам пӗлӳ илнӗ хыççăн, Нижний Тагил хулинче строительсем хатӗрлекен техникума хӗрлӗ дипломпа пӗтерет, заводра мастер пулса вăй хурать. Ульяновскри чăвашсен наципе культура центрӗн активлă обществăлла ӗçченӗ. Кӗркури тетен кӗçӗн хӗрӗ Елизавета, Канашри педучилищӗрен ăнăçлă вӗренсе тухнă хыççăн, 36 çул ӗнтӗ пӗр вырăнта — Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче пуçламăш класри ачасене пӗлӳпе воспитани панă çӗрте вăй хурать. Вăл та Ульяновск хулинчи И. Н. Ульянов ячӗллӗ педагогика институтӗнче çав специальноçпах аслă пӗлӳллӗ диплом илнӗ. Кӗçӗнни — ывăлӗ Андрей, вăтам шкул хыççăн, Ульяновскри ШМЛтан (школа младшего лётного состава) вӗренсе тухсан, Раççей çарӗнче служить тăвать. Унтан таврăнсан, пӗр вăхăт, колхозра ӗçлет, кайран Мускава кайса тӗпленет, çавăнтах çемье çавăрса, ӗçлесе пурăнать.

Питӗ шел, Кӗркури тетен мăшăрӗ Лидия аппа 1921 çулхи октябрь уйăхӗнче çемйинчен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Хальхи вăхăтра аслашшӗ-кукашшӗне 6 мăнук тата 2 кӗçӗн мăнук савăнтарса пурăнаççӗ. Ывăл-хӗрӗсемпе мăнукӗсем, часах-часах тăван киле таврăнаççӗ, май килнӗ таран пулăшса хăварма тăрăшаççӗ. Хальхи вăхăтра 90 çула çитнӗ Кӗркури тетене хӗрӗ Елизавета пăхса пурăнать. 

Георгий Назарова 90 çулхи юбилейпе саламлама район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков тата ялти ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков килнӗччӗ. Вӗсем юбиляра саламласа парне, чечек çыххи пачӗç, сывлăх сунса тата 95 çулне те çакăн пек çӗкленӳллӗ кăмăлпа кӗтсе илме сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев