Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Асӑрхануллӑ пулӑр! Патшалӑх службисен фейк сайчӗсем пур!

    Киберпреступниксем ача-пӑчаллӑ ҫемьесене ҫӗнӗ пособисем илме халалланӑ сайтсене регистрацилеме пуҫланă.

    Кун ҫинчен пире Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗнче полици начальникӗн оперативлӑ ӗҫ енӗпе çумӗ, полици капитанӗ Ранис Латыпов каласа пачӗ. Ялан тенӗ пекех, патшалăх услугисен порталӗнче ашшӗ-амӑшӗсем пособи илме заявлени параҫҫӗ. «Мошенниксем ҫав сайтпа ӑста усӑ курса, граждансене укҫа илмешкӗн хӑш-пӗр ресурссене тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах тӗрлӗ ссылкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. Час-часах ҫав ссылкăсенче gosuslugi, gosuslugi-16,vyplaty, covid-vyplaty сăмахсем тӗл пулаççӗ, – тет Ранис Латыпов. Эсир ачашăн пособи илессишӗн заявлени парас тетӗр пулсан, хăвăр чăннипех те патшалăх услугисен официаллӑ порталӗнче пулнине тепӗр хут тӗрӗслӗр. Унӑн адресӗ – gosuslugi.ru. Информацие тӗрӗслемешкӗн банк картточкин даннӑйӗсене ан кӗртӗр тата «счет ҫине куҫарнӑшӑн комисси укҫине» (чылай чухне мошенниксем ҫапла сӗнеҫҫӗ) ан тӳлӗр.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: