Хыпарсем

«Асӑну ҫурти» акци иртрӗ

Июнӗн 21-мӗшӗнче Упири салтак-хӳтӗлевҫӗ палӑк тата Кивӗ Упири обелиск умӗсенче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 82 ҫул ҫитнине халалланӑ «Асӑну ҫурти» акци иртрӗ.

Ҫулсеренех, 2009 ҫултанпа, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ 27 миллиона яхăн ҫынна асӑнса ҫак акци иртет.
Упи ял тăрăхӗнче пурӑнакансем, учреждени ӗҫченӗсем, вӗренекенсем, «Ӑшӑ ҫур» социаллӑ приютри ачасем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче вилнисене асӑнса ҫурта ҫутрӗҫ, пӗр минута шӑпланса тӑчӗҫ.

Вӑрҫӑ кашни ҫемьене пырса тивнӗ, кашни ҫемьере вӑрҫӑ историйӗ пур, кашниех хӑйӗн паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен никам та пӗлмен геройӗсене астӑвать, хисеплет. Фронтовиксен сӑнӳкерчӗкӗсене, докуменчӗсене, орден-медалӗсене хаклӑ тупра пек упраҫҫӗ.

1418 куна тăсăлнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен, Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкасенчен — 1195 ҫын каялла ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнман, хӑшӗсем хыпарсӑр ҫухалнӑ. Килте вӗсене сывӑ таврӑнасса кӗтсе пурӑннӑ, анчах шӑпа урӑхла килсе тухнӑ. Хаяр вӑрҫӑ витӗр тухнӑ ветерансем те юлман, вӗсен паттӑрлӑхӗсене асра тытатпӑр.

Паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине асра тытса вĕсен ячĕсене пирĕн ĕмĕрех чĕрере тытасчĕ, мирлĕ та канлĕ пурнăçа упрама тата хаклама пĕлесчĕ. Ҫӗр ҫинче яланах тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр.


Нет комментариев