Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Апас районӗнчен килчӗç

    Çӗпрелӗн улми-çырли

    Ăнăçлă ӗç опытне вӗренес тӗллевпе Альфред Хайруллин ертсе пыракан  «Тăваньел сачӗсем» хресчен-фермер хуҫалӑхне Апас районӗнчен ушкăнра 50 çын пулнă делегаци килчӗ.                

    Унӑн составӗнче Апас муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Равиль Хисаметдинов, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем тата уйрӑм предпринимательсем пурччӗ. Хӑнасене Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кӗтсе илчӗ тата улма-çырла ӳстерес енӗпе Раççей калăпăшӗнче палăрса килекен ҫак хуҫалӑхăн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каларӗ.

    Альфред Хайруллин ҫак ӗҫе тӑватӑ ҫул каялла пуҫланӑччӗ. Малтан ултӑ гектар çинче кӑна ӗç илсе пынă хресчен-фермер хуçалăхăн ертӳҫи ҫулсерен улма-çырла лаптӑкне ӳстерсе пычӗ. Паян ӗнтӗ вӑл 230 гектар ҫинче викторипе хӑмла ҫырлине 230 гектар çинче ӳстерсе тупӑш илет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫырласемшӗн ҫанталӑк питӗ лайӑх условисем туса панă. Г.Тукай сăмахӗпе каласан, ҫилӗ те вӑхӑтра вӗрсе, ҫумӑрӗ те вăхăтра çунă. Плантацисенчен 40 тоннăна яхăн виктори пуçтарнă. Чӗмпӗр тата Мускав хулисенчи супермаркет сечӗн лавккисем черет тăрса ҫырласене илсе кайнӑ.

    Августӑн вуннӑмӗшӗсем хыҫҫӑн хӑмла ҫырли пуҫтарма тытăнаççӗ. Унӑн та тухăçӗ ҫавӑн чухлӗ пулӗ теҫҫӗ.

    100 гектартан ытла лаптăк çине  101 пин тӗп улмуççи  лартнӑ. Вӗсем те лайӑх кăна ӳссе кайнă.

    Апасран килнӗ хӑнасем Альфред Хайруллина ыйтусем те нумай пачӗç. Вырӑнти телевидени ӗҫченӗсем ятарлӑ интервью та йӗркелерӗç. Апас районӗн пуҫлӑхӗ Р.Хисаметдинов А. Хайруллинран Апас ял тӑрӑхӗнче ҫырла-çимӗç ӳстерес енӗпе хăйӗн филиалне уçма ыйтрӗç тата çакăн пек усăллă тӗлпулу йӗркеленӗшӗн Марат Гафарова делегаци ятӗнчен тав турӗ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: