Анне пурри – телей
Анне – пуриншӗн те чи хаклӑ та çывӑх çын.
Анне – пуриншӗн те чи хаклӑ та çывӑх çын. Ун çинчен композиторсем нумай юрӑ кӗвӗленӗ, поэтсемпе писательсем сӑвӑ-калав çырнӑ. Паян пирӗн Аслӑ Аксури 3 класра вӗренекен ачасем те хайсен амăшӗсем çинчен çырнӑ пӗчӗк калавӗсемпе паллаштараççӗ.
Алёна Осипова, вӗрентекен.
Манӑн юратнӑ анне
Çӗр çинче чи хаклӑ çын вӑл – анне. Манӑн аннене Галя тесе чӗнеççӗ. Вӑл Кӗçӗн Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аттепе иккӗшӗ çемье çавӑрнӑранпа Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнаççӗ. Вӑл халь килти хуçалӑхра вӑй хурать, тутлӑ апат пӗçерсе çитерет, пушӑ вӑхӑтра чӑлха-алсиш çыхать. Манӑн анне питӗ ӗçчен те тирпейлӗ. Вӑл пире, аппасене, мана, хӑйӗн пек пулма вӗрентет. Анне уроксем тума ялан пулӑшать. Эпир те ӑна ырӑпа тавӑратпӑр, шкулта лайӑх вӗренсе савӑнтаратпӑр. Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, хисеплетӗп. Хаклӑ çыннӑма Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ыр кун-çул сунатӑп.
Фёдор Унисков.
Хаклӑ çын
Маншӑн чи хаклӑ та çывӑх çын – анне. Манӑн анне Надя ятлӑ. Вӑл Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Анне бухгалтера вӗренсе тухнӑ. Ун хыççӑн Хулаçырми ялӗнче, Аслӑ Аксу ялӗнче бухгалтер пулса ӗçленӗ. Аттепе пӗрлешнӗренпе Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнать. Вӑл ӗçсӗр ларма юратмасть. Росгосстрахра агент та пулса ӗçлерӗ. Хальхи вӑхӑтра, кӗçӗн йӑмӑк çуралнӑранпа, килти хуçалӑхра тӑрмашать. Вӑл тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçерет, пире уявсенче пӗрмай тутлӑ тортпа хӑналать. Аннеçӗм пирӗншӗн тӑрӑшать, çунать, хуйхӑрать, савӑнать, пире пурнӑçӑн тӗрӗс çулӗпе утма, ырӑ çын пулма вӗрентет. Эпӗ аннене шкулта лайӑх вӗренсе савӑнтаратӑп. Ăна питӗ юрататӑп. Хаклӑ çыннӑм, уяв ячӗпе ырлӑх, сывлӑх сунатӑп.
Ирина Катина.
Аннеçӗм!
Аннеçӗм – çурт ӑшши, пурнӑç илемӗ, пурнӑç тӗрекӗ. Манӑн аннене Марина тесе чӗнеççӗ. Вӑл Кивӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ÿснӗ. Анне ял пурнӑçне питӗ юратнӑ, çавӑнпа ялта çемье çавӑрса тӗпленнӗ те. Вӑл шкулта повар пулса ӗçлет, ачасене тутлӑ апат пӗçерсе çитерет. Килте те вӑл пӗрре те ӗçсӗр лармасть: апат пӗçерет, япала çӑвать, выльӑх пӑхать, пӳрт-çурта тирпейлӗ тытать. Унӑн ӗçӗ питӗ нумай-çке, çавӑнпа эпир пиччепе ӑна пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Куншӑн вӑл савӑнать, пире ыталаса чуптӑвать. Анне пире лайӑх çын пулма сунать. Эпир ӑна, ачисем, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ырӑ кун-çул сунатпӑр.
Полина Молгачева.
Ырӑ çын
Чи ырӑ çын вӑл – анне. Манӑн анне Наташа ятлӑ. Вӑл Чӑваш Паснапуç ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аттепе анне çемье çавӑрнӑранпа Аслӑ Аксура пурӑнаççӗ. Анне фермӑра ӗçлет. Вӑл килте тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçерме кӑмӑллать, выльӑхсене пӑхать, япала çӑвать. Анне пирӗншӗн ялан тӑрӑшать, пире ырӑ çын пулма вӗрентет. Вӑл пирӗн çитӗнÿсемшӗн хӗпӗртет. Эпӗ те аннене савӑнтаратӑп, килте ӑна ялан пулӑшатӑп. Юратнӑ аннене уяв ячӗпе ырӑ кун-çул сунатӑп.
Ефремова Снежана.
Çемçе чунлӑ çын
Аннеçӗм, эсӗ – хӗвел çути, пире хӑвӑн ырӑ куллупа çутататӑн та, ӑшӑтатӑн та. Манӑн аннене Люся тесе чӗнеççӗ. Вӑл Аслӑ Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван яла юратнӑ, çавӑнпа çакӑнта çемье çавӑрса пурӑнать те. Анне росгосстрахра агент пулса ӗçлет. Киле таврӑнсан та вӑл пӗрре те ахаль лармасть. Ăна пӗччен килте ӗлкӗрме йывӑр-çке… Эпӗ ӑна питӗ шеллетӗп, çавӑнпа пулӑшма тӑрӑшатӑп. Куншӑн вӑл савӑнать, мана хӑй çумне ӑшшӑн çупӑрлать. Унӑн чунӗ çав тери çемçе-çке! Анне мана шкулта лайӑх вӗренме хушать. Эпир ӑна, икӗ ачи, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.
Владислав Петров.
Юратнӑ çын
Манӑн аннене Лариса тесе чӗнеççӗ. Вӑл Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен Ульяновск хулинче ҫӗвӗҫе вӗреннӗ. Унтан хӑйӗн профессийӗпе фабрикӑра ӗçленӗ, шкул ачисем валли формӑсем çӗленӗ. Аттепе иккӗшӗ çемье çавӑрнӑранпа Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнаççӗ. Вӑл халь килти хуçалӑхра вӑй хурать. Манӑн анне питӗ ӗçчен. Вӑл пире тутлӑ апат пӗçерсе çитерет, мана уроксем тума пулӑшать, юмахсем вуласа парать. Аннене хам та пулӑшма тӑрӑшатӑп, выльӑхсене апат паратӑп, хӗлле юр тӑкатӑп, çулла пахчара ӗçлетӗп. Эпӗ ӑна юрататӑп, хисеплетӗп. Юратнӑ çыннӑма Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп, çирӗп сывлӑх сунатӑп.
Егор Искендеров.
Тӑван анне
Манӑн анне Анжелика ятлӑ. Вӑл Чӑваш Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аслӑ Аксу ялӗнче çемье çавӑрса пурӑнать. Вӑл халь килти хуçалӑхра вӑй хурать. Анне ӗçсӗр ларма пултараймасть. Мана та хӑйпе пӗрле ӗçлеттерет, уроксем тума пулӑшать. Вӑл мана ӗç çынна илем кӳрет тесе ӑнлантарать. Анне мана шкулта лайӑх тӑрӑшса вӗренме хушать. Эпӗ ӑна сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.
Николай Мускатинов.
Манӑн анне
Çӗр çинче чи çывӑх çын вӑл – анне. Манӑн аннене Оля тесе чӗнеççӗ. Вӑл Аслӑ Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Ульяновск хулинчи педуниверситетра аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыççӑн яла таврӑннӑ, халӗ агрофирмӑра секретарь пулса ӗçлет.
Эпир аннепе туслӑ пурӑнатпӑр, килти ӗçсене килӗштерсе пурнӑçлатпӑр. Çулла çырлана, кӑмпана çӳретпӗр, утӑ пуçтаратпӑр, пахча çимӗç шӑваратпӑр, çум çумлатпӑр, хӗлле юр тӑкатпӑр.
Çуллахи каникулта хуласене экскурсие каятпӑр. Кӑçал эпир Хусан хулинчи Кремльте, зоопаркра пултӑмӑр. Эх, епле хитре пирӗн тӗп хуламӑр!
Анне мана уроксем тума ялан пулӑшать. Эпӗ те ӑна ырӑпа тавӑратӑп, шкулта лайӑх вӗренсе савӑнтаратӑп. Хаклӑ та юратнӑ çыннӑма Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.
Илья Карпов.
Ырӑ чунлӑ аннеçӗм
Маншӑн чи юратнӑ çын – анне. Манӑн анне Нина ятлӑ. Вӑл Аслӑ Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетра аслӑ пӗлÿ илнӗ. Ун хыççӑн яла таврӑннӑ, халӗ шкулта воспитани парас енӗпе директор çумӗ тата вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхи учителӗ пулса ӗçлет. Унӑн ӗçӗ питӗ нумай. Вӑл пӗрре те пушанаймасть. Анне хӑйӗн ӗçне юратать, ӑна ачасем те хисеплеççӗ. Эпӗ ӑна питӗ шеллетӗп, çавӑнпа килти хуçалӑхра пулӑшатӑп: урай шӑлатӑп, чашӑк-тирӗк çӑватӑп, выльӑхсене апат паратӑп. Куншӑн аннеçӗм питӗ савӑнать, мана хӑй çумне ӑшшӑн çупӑрлать, ыталаса чуп тӑвать.
Анне ӗçрен таврӑнсан тутлӑ апат пӗçерсе парать, мана килти ӗçсем тума пулӑшать. Эпӗ ӑна шкулта лайӑх вӗренсе савӑнтаратӑп. Юратнӑ аннене уяв ячӗпе çирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-çул сунатӑп.
Петр Ларионов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев