Анатолий Михайлов: «Правилăсене пăхăнмалла»
Çавна май ГИБДД начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов хӑйӗн канашӗсене парать.
Ҫуллахи каникул кунӗсенче ачасем пушӑ вӑхӑтӑн ытларах пайне уҫӑ сывлӑшра, активлӑ вӑйӑсенче ирттереҫҫӗ, час-часах хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ: автомобиль ҫулӗсем çумӗнче выляҫҫӗ, велотранспортпа автомобиль умӗнче пыраҫҫӗ, унран иртсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ, авари пулмалли хӑрушӑ лару-тӑру кăларса тăратаççӗ.
Çавна май ГИБДД начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов хӑйӗн канашӗсене парать.
— Пӗчӗк ачасен ҫулсемпе пысӑккисемпе юнашар ҫеҫ ҫӳремелле. Вунӑ ҫул тултарман тата ҫул ҫинчи пӗччен ача — ку чрезвычайлă лару-тăру. Шел те, паян хӑш-пӗр аслă çулсенчи ҫуран ҫӳрекенсем те çул урлӑ тӗрӗс каҫма пӗлмеҫҫӗ.
Талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫулсемпе, урамра утнă чухне ҫуран ҫынсен тумтирӗ ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулма тивӗçлӗ. Халӗ ҫутта тавăракан элементлӑ атӑ-пушмак та, сумкӑсем те, уйрӑм фликерсем те сутаҫҫӗ.
Çулпа пыракан çын тумӗ çине фликер çаклатнă пулсан, водитель ăна инçетрен курса, хăйне те, çынна та хăрушсăрлăхпа тивӗçтерсе ӗлкӗрет.
Водитель çулпа пыракана çывăхри çутăпа 25-30 метртан, инҫетрипе — 100 метртан курать. Ҫуран ҫӳрекенсен тумтирӗ çинче ҫутта тавӑракан элемент пур пулсан вара ҫывӑхри фара ҫутинче 130-140 метртан курать, инҫетри ҫуттинче — 400 метртан.
Ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курни ҫуран ҫынна çаптарса хăварас хăрушлăха 65 процент таран чакарать.
7 ҫула ҫитичченхи ачасем велосипедсемпе е хӑйсем тӗллӗн ҫӳремелли хатӗрсемпе тротуарсемпе, ҫуран ҫӳремелли ҫулсем тӑрӑх ҫеҫ ҫӳремелле. Паллах, пӗчӗк ача хăй ҫеҫ мар, унпа юнашар ҫитӗннӗ ҫын пулма тивӗçлӗ. 7 çултан пуçласа 14 ҫула çитичченхи ачасен те тротуарсемпе, ҫуран ҫул çӳремелли çулсемпе кӑна ҫӳремелле, аслисем юнашар пулмасан та ирӗк параççӗ. 14 ҫултан аслӑрах велосипедистсене ҫул хӗррипе, тротуарпа е ҫуран ҫулпа ҫӳреме ирӗк параҫҫӗ.
Велосипедпа, уйрӑм мобиль хатӗрӗсемпе усӑ куракансене хӑрах алӑпа е руле тытмасăра пыма, транспорт хатӗрӗсен конструкцийӗпе пӑхса хӑварман пулсан, пассажирсене турттарма, ятарласа йӗркеленӗ вырӑнсем пулман чухне 7 ҫула ҫитичченхи ачасене турттарма, велосипедпа çӳренӗ май ҫуран ҫӳремелли çул урлă каçма чараҫҫӗ.
Шел пулин те, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене скутерсемпе мопедсем пек хаклӑ тата час-часах хӑрушӑ çӳремелли хатӗрсем те парнелеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑйсен ывӑлӗ валли скутер туяннӑскерсем, ку пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнланса пӗтереймеççӗ. Хальхи законсемпе мобедпа е скутерпа 16 ҫултан пуҫласа М категориллӗ водитель удостоверенийӗ пур чухне çеç çӳреме ирӗк параҫҫӗ.
16 ҫул тултарман тата ҫавӑн пек транспорта çӳрекен ҫул ҫитмен ачана тытса чарас пулсан, ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсем тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе комиссие ярса пама материал пухаççӗ. Çул ҫитмен ача 16 ҫул тултарнă пулсан, ăна 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран административлӑ штраф хураҫҫӗ, транспорт хатӗрне ятарлӑ стоянкӑна лартӗç.
Ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пул!
Асра тытăр, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене лекес мар тесен, водительсем сире ҫул парсан е ҫуран ҫул урлӑ каҫнă чухне, тимлӗн, васкамасӑр, телефонпа калаҫмасӑр, музыка итлемесӗр, юлташсемпе калаҫмасӑр çул урлă каçмалла.
Справка
2024 ҫулăн 4 уйӑхӗнче ачасем хутшăннипе 57 ҫул-йӗр-транспор инкекӗ пулнă, унта виҫӗ ача вилнӗ, 59шӗ сиен курнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев