Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Акӑшсем районти кӳлӗсенче те пурӑнаҫҫӗ

    Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи кӳлле виҫӗ акӑш кăмăллани паллӑ пулчӗ. Вӗсем çак кӳлле вӗçсе килни те пӗрремӗш хут кăна мар.

    Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн ҫыннисем ял хӗрринче вырнаҫнӑ кӳлле акӑшсем аннине курнӑ.

    Кун пирки ooo_tsilna Instagram сайтра хыпар пур. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, акӑшсем кашни ҫул вӗçсе килеҫҫӗ, унтан таҫта ҫухалаҫҫӗ. «Пӗлтӗр вӗсем улттăччӗ, кӑҫал вара – виҫҫӗ кӑна», – теççӗ.

    Кайӑксем ҫырантан аяккарах тӑраҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ниҫта та кайма васкамаҫҫӗ-ха. Кунти ҫутҫанталӑк вӗсене питӗ килӗшнӗ пулас.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: