Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • 9 водителе тытса чарнă

    Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ право йӗркине пăсни çинчен  калакан кодексăн 20.25 статйи нумай водительсене паллă.

    Унта ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн машина çӳретекенсене панă штрафсене вӑхӑтра тӳлеменнишӗн  наказани парасси ҫинчен каланă.

    Айӑпланакансен «халне» кӗрес тӗллевпе Патшалăх çӗнӗ закон та йышăннăччӗ.  Штрафа 20 кун хушшинче тӳлетӗн пулсан, вăл вăхăтра штраф  суммин 50 процентне кăна тӳлеме тӳрӗ килет. Палӑртнӑ вӑхӑтра, 60 кун хушшинче те тӳлемесен, ҫак сумма икӗ хут ӳсет, е вунпилӗк талӑкчен арестлӗç, е аллă сехетчен обязательнăй ӗçсем палăртӗç.

    Çакăн пек ӗçсене обществăлла судья пăхса тухать. Суд  правăна пӑсакансӑр та иртет, судьяна ӗҫе пӑхса тухмалли кунпа вӑхӑтне кӑтартнă ҫырӑва право пăсакана ярса пани кăна кирлӗ.  – Çул-йӗр-патруль службин инспекторӗ тултарнă квитанцие е решение тимлӗхсӗр хăварнă, çаплах суд приставӗ патне лекмен машина çӳретекене вара малашне тата та пысăкрах наказани кӗтет. Çавăнпа та штрафсене вăхăтра тӳлемелле, тесе асăрхаттарать ГИБДД Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

    – Анчах та хӑш-пӗр водительсем ҫакна ӑнланмаҫҫӗ. Кӑҫалхи тапхӑрта кӑна ҫак статьяпа 95 водителе явап тыттарнă. Вӗсенчен 9-шне 15 талӑка арестленӗ, улттӑшне ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерме явӑҫтарнӑ, ыттисем вара штраф укҫине икӗ хут ытларах тӳленӗ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: