Туган Як
  • Рус Тат Чув
  • Чүпрәледә “Акатуй” кунаклар җыйды

    Сабантуй бәйрәме белән беррәттән районыбызда чуваш милли "Акатуй" бәйрәме дә узды. "Акатуй" чувашларда борын-борыннан игенчеләрнең иң олы бәйрәме исәпләнә, язгы чәчүне тәмамлауга багышлана. Быел бәйрәм йөзләгән халыкны, Ульяновск, Чувашия Республикасыннан кайткан кунакларны берләштереп, Түбән Чәке авылы кырыенда урнашкан мәйданчыкка җыйды. Чүпрәле районында әлеге традиция моннан сигез ел элек яңартылыды. Беренчеләрдән...

    Сабантуй бәйрәме белән беррәттән районыбызда чуваш милли "Акатуй" бәйрәме дә узды. "Акатуй" чувашларда борын-борыннан игенчеләрнең иң олы бәйрәме исәпләнә, язгы чәчүне тәмамлауга багышлана. Быел бәйрәм йөзләгән халыкны, Ульяновск, Чувашия Республикасыннан кайткан кунакларны берләштереп, Түбән Чәке авылы кырыенда урнашкан мәйданчыкка җыйды.

    Чүпрәле районында әлеге традиция моннан сигез ел элек яңартылыды. Беренчеләрдән булып, әлеге бәйрәмгә Алешкин-Саплык авылы старт бирелде, ел саен традиция буенча пны үткәрү аләме авылдан авылга күчеп йөри. Шушы еллар эчендә ул чувашларның гына түгел, ә Чүпрәледә бердәм булып яшәүче татарларның да яраткан бәйрәменә әверледе. Быел аны үткәрүдә аеруча изге Олег атакайның тырышлыгын билгеләп үтәргә кирәк.

    Иртә таңнан алып, биредә җыр-моң агылды, авыл җирлекләре тырышлыгы белән чуваш милли көнкүреше тәкъдим ителде, йолалары чагылдырылды, шулай ук, милли ризыкларын күрергә һәм татып карарга мөмкин иде. Бәйрәмнең гүзәл бер өлешен "Чуваш чибәре" бәйгесен үткәрү торды.

    Бәйрәмдә олы кунаклар авыл халкын бәйрәм белән котладылар. Авыл җирлеге башлыгы Азат Садыков бәйрәмне оештырырыга булышучыларга, иганәчеләргә олы рәхмәтләрен ирештерде, Рәхмәт хатлары һәм бүләкләр тапшырды.

    Анат Чакă ял тăрăхӗн вăрманӗ çумӗнчи Акатуй лаптăкне ирех халăх пуçтарăнма пуçларӗ. Ача-пăчасем вара тӗрлӗ атракцион, вăйăсем патӗнче хӗвӗшрӗç. Акатуй укăлчи умӗнче чăваш тумне тăхăннă хӗрсемпе каччăсем хăнасене çăкăр тăварпа, чăваш наци тумӗсемлӗ Акатуй халăхӗ килекен хăнасене юрă-ташăпа кӗтсе илчӗ.

    Любовь Трофимова

    Районти ял тăрăхӗсем Акатуя илсе килнӗ халăхăн авалхи ӗç хатӗрӗсене, тӗрӗ-чӗнтӗрӗсене кăтартрӗ, апат-çимӗçӗсене сӗнчӗ. Кунтах суту-илӳ кӗрлет, шашлыкӗ те тӗтӗмленет. Пӗтӗм халăх уяв лаптăкӗн варрине пуçтарăнчӗ, чипер хӗрсем Диана Мердюковапа Екатерина Токмакова сумлă хăнасем: район пуçлăхӗ Александр Шадриков, Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен наципе культура автономийӗн ертӳçи Олег Мустаев, республикăри «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев тата ыттисем килсе çитни çинчен пӗлтерчӗç. Акатуйăн йăли-йӗркине тăсса, лаптăк варрине тухса, Турăран ырлăх-сывлăх ыйтса шалча çапрӗç. Çак ӗçе пурнăçлама Анат Чакă ялӗн хисеплӗ çыннине Алексей Хмелева шанса пачӗç. Анат Чакăчи храмăн протииерейӗ Олег атте пурне те пиллӗх пачӗ. Уяв ялавне çӗклеме вара тава тивӗçлӗ учитель Любовь Мурзайкина, Кӗçӗн Аксу ялӗнчен Анатолий Иванов, Анат Чакă ялӗн хастарӗ Борис Албутов тата Анат Чакă шкулӗн отличници Дарья Токмакова тивӗçлӗ пулчӗç.

    Район пуçлăхӗ Акатуй халăхне уяв ячӗпе саламларӗ, çак уява çурхи акана пӗтернӗ ятпа ирттернисӗр пуçне, вăл пӗр-пӗринпе тӗл пулма, наци йăли-йӗркине малалла тăсма май пани çинчен каларӗ. Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен наципе культура автономийӗн ертӳçи Олег Мустаев чăваш халăхӗшӗн нумай вăй хурса тăрăшакан Анат Чакăри храмăн протииерейне Олег аттене шупăр тăхăнтартрӗ. Анат Чакă ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Азат Садыков Акатуя ирттерме хатӗрленнӗ çӗрте нумай тăрăшулăх кăтартнă тата ял хуçалăх ӗçӗнче палăрнă хастарсене Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Акатуй уçăлнине Анат Чакă шкулӗнче вӗренекен çамрăксем юрă-ташăсем урлă кăтартрӗç. Ертсе пыракансем Акатуй халăхне тӗрлӗ вăйăсенче, спорт ăмăртăвӗсенче хутшăнма чӗнчӗç.

    Уявăн илемӗсенчен пӗри «Çӗпрел Акатуй пики-2017» конкурс пулчӗ. Унта ял тăрăхӗсенчен килнӗ 8 пике хутшăнчӗ. Виçӗ тӗрлӗ турта хутшăнса хӗрсем хăйсен пултарулăхӗсене кăтартрӗç. «Çӗпрел Акатуй пики-2017» ята Анат Чакă ялӗн хӗрӗ Диана Мердюкова тивӗçлӗ пулчӗ. Ăна тухъя парса чысларӗç. Иккӗмӗш вырăна Аслă Аксу ялӗнчен Кристина Бильдякова йышăнчӗ, виççӗмӗмш вырăнта Анат Чакăран Вероника Нищетова пулчӗ.

    Акатуй, паллах, спорт ăмăртăвӗсемсӗр иртмест. Çемçе кавир çинче такана илессишӗн тăрăшсах кӗрешрӗç. Спорт лаптăкӗсенче волейбол тата футбол ăмăртăвӗсем хӗрсех пычӗç. Кивӗ Çӗпрелӗнчен килнӗ команада Акатуйра волейбол енӗпе хăйсене чи лайăххисем пулнине кăтартрӗç. Футбол енӗпе вара Чăваш Çӗпрел ялӗн пӗр команди пӗрремӗш вырăна йышăнчӗ. Кире пуканӗ йăтас енӗпе Кивӗ Чакă ялӗнчен Вадим Патшеев тата Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Анатолий Сайдяшев чи лайăх результатсем кăтартрӗç, армлифтинг енӗпе вара Чăваш Паснапуç ялӗнчен Юрий Юманова çитекенни пулмарӗ. «Акатуй паттăрӗ-2017» ята Матак ял каччи Александр Ефрейторов çӗнсе илчӗ, вăл такана тивӗçлӗ пулчӗ.

    Акатуйăн сцени çинче вара чăваш эстрада çăлтăрӗсем Алексейпа Андрей Шадриковсем, Петр Ермолаев юрăсем шăрантарса халăха савăнтарчӗç. Ял тăрăхӗсенчен килнӗ фольклор ушкăнӗсем тата уйрăм тухса юрлакансем те пӗрре те артистсенчен кая мар, вӗсем юрлакан юрă-кӗвӗсем Акатуй лаптăкӗнче янăраса тăчӗç.

    ФОТОРЕПОРТАЖ Акатуй 2017 в Дрожжановском районе

    Иң мөһим һәм кызыклы язмаларны Татмедиа Telegram-каналында укыгыз


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: