Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Юбилей медалӗсене памалли мероприятисем малалла пыраҫҫӗ

    «1941-1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе  75 çул» юбилей  медальне районта 398 тыл ветеранӗ илӗ.

    75 çул – пӗр ҫыннăн ӗмӗрӗ. Йывӑрлӑхсем ӗнтӗ хыҫа юлнă. Апла пулсан та ҫамрӑклăхӗсене, пурнăçӗсем çинчен аса илсе калаçма пуçласанах, вӑрҫӑ пуҫланнă чухне çитӗнекен çамрăксем пулнă ватăсен сăмахӗнче пурӗ те пӗр кăна сунăм: «Çӗршывӑмăр тӑнӑҫ тăтăрччӗ, урăх вӑрҫӑ курмалла ан пултăрччӗ!»

    Иртнӗ эрнере тыл ветеранӗсене чысламалли мероприяти  пӗлӳ паракан учрежденисен актсен залӗнче иртрӗ. Марс вӑтам шкулӗнчи уява вăрçă çулӗсенче тылра 9-10 ҫултанах ӗçлеме пуçланă ултӑ ватӑ аппасемпе пиччесем килнӗччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, çак кун Тури тата Анат Хураката ялӗнче  24 тыл ӗҫченне медаль пачӗç. Марс ял тăрăхне кӗнӗ Тутар Паснапуçӗнче те иртрӗ çакăн пек мероприяти.  Унта уява ял клубӗнче йӗркелерӗç. Çак ялта юбилей парнине 9 ватă çын тивӗçлӗ пулчӗç. Шел пулин те, хӑш-пӗрисем çак кунсенче куçӗсене ӗмӗрлӗхе хупнă. Анчах  парнесем пур тата вӗсене ашшӗ-амӑшӗ çинчен çутă асаилӳ  пулнă май, ачисене пачӗç.

    Матак ял тӑрӑхне кӗнӗ Мучелей ялӗсенче нумай тыл ӗҫченӗсем патне ертӳçӗсем килӗсене кайрӗç. Мучелей пуҫламӑш шкулӗнче йӗркеленӗ мероприятие пурӗ те Файзрахман Махмутов кăна килме пултарнӑччӗ. Матак ял тӑрӑхӗ енӗпе медаль илекенсен шучӗ – 22. Вӗсенчен пӗри Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Гильман Ибрагимов.

    Ҫак эрнене пуҫласа вара, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров виҫӗ тыл ветеранӗ патне килне  хӑй кайрӗ. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакансем Александра Антиповапа Елизавета Радионова район пуçлăхӗ килнӗшӗн питӗ савӑнчӗç. Ветерансем: «Вӑрҫӑ тахҫанах пӗтнӗ ӗнтӗ. Ун ҫинчен калаҫмӑпӑр. Мухтав Турра, паянхи кун питӗ лайăх пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, – тесе ырă сунăмӗсене пӗлтерчӗç. Александра Антипова 90 ҫул тултарнине иртнӗ çул палӑртса иртнӗччӗ. Ӗмӗрӗпех вӑл районти тӗп больницăра вăй хунă. Вӑрҫӑ ҫулӗсем унăн асӗнче ачалăхпа кăна мар, ашшӗ вăрçăран урасӑр таврӑннипе те кӗрсе юлнă. Елизавета Радионова Кивӗ Йӗлмелӗнче ҫуралнӑ, ӳснӗ, çавăнтах пурăннă. Районăмăрăн аслă ăру çынни   паянхи кун 94-мӗш ҫулӗпе пырать. Вăрçă унăн асӗнче ашшӗ тыткӑна лекнине, хăйне вара Молотов, Турхан вӑрманӗсене янипе, окоп чавнипе асне кӗрсе юлнă.

     

    Матак ялӗнче 8 ветерана медальпе чысларӗç

    Наталия Клементьева

    Шкулăн актсен залӗнче Григорий Люнгина, Ольга Мидюкинана, Лазарь Мадюкина район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Валерий Михайлов тата Матак ялӗнчи ветерансен совечӗн пуçлăхӗ Владимир Кузнецов саламларӗç. Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин тыл ветеранӗсене, кăкăрӗсем çине юбилей медалӗ çакса янă май, паянхи  мирлĕ пурнăçшăн, фронтрисемпе пĕр тан тăрăшнишĕн тав турĕ.

    Шел пулин те, тӗлпулăва пурте килсе çитеймен. Ертӳçӗсем Ольга Барышова, Николай Петров, Ольга  Куклина, Анна Кузьмина, Мария Сарафанова патне килӗсене кайса сывлăхӗсем, пурнăçӗсем çинчен ыйтса пӗлчӗç, медальсем парса чысларӗç, пысăк тав сăмахӗ каларӗç.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: