Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Талгат Халитов:  «44 пин ытла гектар çинче çурхи ака ирттермелле»

    Районти аграристсем ҫак кунсенче уй-хир ӗçӗсен техникисене юсаса, хатӗррисен ретне вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

    Иртнӗ çулсемпе танлаштарсан район шайӗнче техника культурисен (сахӑр чӗкӗнтӗрӗпе хӗвелҫаврӑнӑш) лаптӑкне 2446 гектар чакарнӑ. Ун вырӑнне, пӗрчӗллӗ тӗштырӑ культурисен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 37298 гектара ҫитнӗ. Кӑҫалхи ҫураки ӗҫӗсене кӗске агротехникăлла сроксенче лайӑх пахалӑхпа пурнăçласа тухассишӗн 571 миллион тенкӗ укçа кирлӗ.

    Тырпул

    - «Цильна» общество тата хăш-пӗр хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем кредит ресурсӗсемсӗр пуҫне кăна  та уй-хир ӗҫӗсене ирттерме пултараҫҫӗ. Вӗсенче паян çителӗклӗ калăпăшра удобрени тата запас пайсем пур, – тет районти ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов.

    Районти агропредприятисене  1429 тонна льготăллă хакпа дизель топливи уйӑрса панӑ. Минераллă удобренисем илсе килесси те малалла пырать. Хальлӗхе  5000 тонна яхăн  удобрени кӳнӗ. Ку – кирлӗ пулнин 53 проценчӗ. Урӑхла каласан кашни гектар  акмалли лаптӑка  вӑтамран 33,2 килограмм удобрени тӳрӗ килет.

    Талгат  Халитов:

    –Кӗрхи культурӑсен 7544 гектарӗ лайӑх хӗл каҫрӗ теме пулать. 1750 гектар çинчи те вăтам шайра. Юрăхсăра тухнă лаптӑкӗ 5 процентран та иртмӗ, тесе ӗмӗтленетпӗр.

     

    Техника

    Нумай çул ӳсекен курăксене апатлантарма пуçларӗç.

    Ҫитес ҫурхи хир ӗҫӗсенче тӗрлӗ маркăллă 306 трактор хутшӑнӗ. Паянхи кун тӗлне вӗсенчен 287шне юсанă (94 %). Тракторсене хатӗррисен ретне лартас енӗпе «Цильна» общество, «Ак Барс-Çӗпрел» агрофирмăн Мучелей, Çӗнӗ Кахăрлă, Çӗнӗ Ишлӗ, Çӗнӗ Йӗлмел, Чăваш Паснапуç филиалӗсем, «АгроТрансПорт» общество, «Низамов», «Бикчуров», «Гафуров», «Махмутов» тата ытти хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем лайӑх ӗҫлерӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах «Эталон-Агро» обществинче, Алешкино тата Çӗнӗ Чукал филиалӗсенче çак  паха ӗçе  хӑвӑртлатмалла, – тет агроуправлени начальникӗ. Республикăн Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерстви çуракине тухмалли пӗтӗм техникăна апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтерме тӗллев лартнӑ. Пирӗн районта, паянхи кун тӗлне  культиваторсене, сеялкӑсене, дисксемпе шӑллӑ сӳресене, катоксене юсас ӗҫе вӗҫленӗ, теме пулать. Ҫапах та 20 ытла трактора, акмалли тӑватӑ комплекса  юсаса пӗтересси пур-ха.

    Справка

    Район шайӗнче кăçалхи çуркунне 9000 гектартан ытла лаптăкри кӗрхи культурăсене тата 8435 гектар çинчи нумай çул ӳсекен курăксене апатлантармалла.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: