Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Николай Андреевич Мелкина 90 ҫулхи юбилейӗпе саламларӗ

    Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Чакӑ ялӗнче пурӑнакан Николай Андреевич Мелкин паян 90 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.

    Юбилейӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Хулаҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Салифанов саламларӗҫ. Марат Гафаров РФ Президенчӗн ятӗнчен саламлӑ ҫыру тата хӑйӗн ячӗпе парне пачӗ.
    Юбиляра саламласа чи ырӑ сунӑмсем янӑрарӗҫ. Николай Андреевич нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ачаллах ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ун чухне вӑл 15 ҫулта кӑна пулнӑ.
    Ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе пӗрле ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, шел пулин те, йӗкӗрешӗсем вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Мӑшӑрӗ Рая та, ҫак ҫут тӗнчерен 9 ҫул каяллах уйрӑлса кайнӑ.
    Паян вӑл пӗчченех пурӑнать. Анчах ачисем ӑна тунсӑхлама памаҫҫӗ. Кашни уйӑхрах Мускавран килеҫҫӗ. Альбина хӗрӗ ялта пурӑнать,ашшӗне тимлӗх парса тӑрать. Паянхи кун юбиляр ачисен ӑшшине туйса пурӑнать 

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: