Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • «Манăн хамăн кӗтесӗм пур»

    «Пурăнмалли çурт-йӗр тата хула хутлăхӗ» наци программипе килӗшӳллӗн Гульназ Заббарова хваттерлӗ пулчӗ.

    Паянхи кун, ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма палӑртакан, патшалӑх программисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри – «Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗ..

    Гульназ Заббарова – çав наци проекчӗпе пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ ҫамрӑк специалист. Вӑл Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗн хӗрӗ. Районти Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Елабугăри культурӑпа искусство училищинче вӗреннӗ. Училищӗне кӗричченех вӑл «Дон-Жуан-Балыклыда» текен спектакльте вылянӑччӗ. Çавăнта Энжия Шарафутдинова режиссер, хӗрӗ талантне курса, культурӑпа искусство училищине кайма сӗнет. «Эпӗ паян та Энжия аппана тав тӑватӑп», – тет Гульназ Раисовна. Училищӗре вӑл режиссерсен факультетне хӗрлӗ дипломпа пӗтерсе, 2010 ҫулта района ҫамрӑк специалист пек таврӑннӑ. Районти Культура çуртӗнче массӑллӑ представленисен режиссерӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. 2017 ҫултан пуҫласа районти «Краеведени музейне» ертсе пырать. Çемье çавăрать, ывăлӗ Азиз ҫуралать.

    Маларах ашшӗ-амӑшӗн килӗнче пурӑнакан ҫамрӑк ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас тӗллевпе 2012 ҫулта «Ял территорийӗсене аталантарасси. Çамрăк çемье» программине кӗрет. 2018 ҫулта вара асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатаççӗ.  Гульназ патшалӑх уйӑрса панӑ 740 пин тенкӗлӗх укҫа ҫумне пухнă укçине те хушса, нумай хутлӑ ҫуртра хваттер туянать. Хваттерте чӳречесене ҫӗннипе улӑштараҫҫӗ, юсав ирттереççӗ.

    – Хамӑн ӗҫе юрататӑп, ялта тӗпленнӗшӗн ӳкӗнместӗп. Ялта та хаваспах пурӑнма пулать. Паллах, ҫакӑн пек программӑсем – ҫамрӑк ҫемьесемшӗн хӑйне евӗрлӗ хавхалантару, – тет Гульназ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: