Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Çӗпрелӗнче çӗнӗ ертӳçӗсем палăртрӗç

    Район Совечӗн 44-мӗш ларӑвӗ пулчӗ

    Ларура муниципаллă ӗçченсен яваплăхӗ ҫинчен Положение улшӑнусем кӗртрӗç,  кайнӑ депутатсем вырӑнне ҫӗннисене ҫирӗплетрӗç, докладсем итлерӗç.

    Ҫӗнӗ ертӳçӗсем

    Лару пуçланас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров депутатсене тата ларура хутшăнакансене район ертӳҫисен составӗнчи улшăнусемпе паллаштарчӗ. Çак  кунсенче кӑна район Совечӗн аппарат ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Айрат Хасанова палăртрӗç. Халиччен вӑл «Ак Барс банк»ăн Çӗпрелӗнчи офисне ертсе пычӗ. палăртрӗç. «Ак Барс Банк»ăн районти офисӗн директорӗн должноҫне халӗ Владимир Артемьев пурнӑҫлӗ. Ҫаплах «Росгосстрах»ăн районти филиалне ертсе пыма мартăн 13-мӗшӗнчен  Ленар Залялова Ларура депутатсем, ҫавӑн пекех, районти финанспа бюджет палатин  ертӳçи Равия Нуретдинов çак тивӗçрен ӗçрен хăтарма ыйтса çырнине тивӗçтересси  енӗпе  сасăларӗç. Ҫак  тивӗçе вăхăтлăха пурнăçлама депутатсем халиччен районти Ӗç тăвакан комитетăн экономика уйрăмне ертсе пынă  Ильдар Ракипова çирӗплетрӗç. Звезда ял тăрăхӗнчен кайнă депутат вырăнне çӗннине – Марс Ахметова суйларӗç.

    Улшӑнусем

    Депутатсене пӑхса тухма муниципаллă ӗçченсен этики, яваплăхӗсем çинчен актсене паллă пӗр пунктсем хушăнчӗç, улшăнусем кӗртрӗç. Ҫаплах, муниципаллă ӗçченсем, депутатсем тупăшӗсем тата тӑкакӗсем ҫинчен справкăсем панă вăхăтра тимлӗх ыйтакан пунктсене пăхса тухрӗç.

    Докладсем

    Ларура депутатсем  районăн Контрольпе шут-хисеп палатин 2019 çулхи ӗçӗ ҫинчен Резеда Гафурован докладне итлерӗç. Çаплах, Çынсен прависем енӗпе полномочиллӗ представителӗн Çӗпрел районӗнчи обществăлла  пулӑшаканӗ Ленар Залялов, Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Рустам Мухамметзянов хăйсен службинчи 2019 ҫулхи  ӗҫӗ-хӗл ҫинчен тухса калаҫрӗç.

    Лару вӗçӗнче паянхи лару-тӑрупа çыхăннă, урӑхла каласан Коронавирус чирне хирӗҫ тӑрас енӗпе районта илсе пыракан ӗçе анализларӗç. 65 ҫултан аслӑрах çынсене килтен тухса çӳреме питех юраманни çинчен тепӗр хут аса илтерме ял пуçлăхӗсене хушрӗç.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: