Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Çӗпрелӗн лавккисенче мӗнпур тӗрлӗ апат-çимӗç продукчӗсем пур

    Тӗнчере коронавирус эпидемине пула лавккасенче пушă сентресем тата тавар ҫитменни ҫинчен суя тата провокациллӗ хыпарсем сарӑлаҫҫӗ.

     

    Ҫӗпрелӗнчи супермаркетсенче, уйрӑм лавккасенче кун пек лару-тăру палăрмасть. Ҫакна ҫирӗплетес тӗллевпе эпир, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗпе Ильмир Измайловпа пӗрле, район центрӗнчи нумай лавккасенче пăхса çӳрерӗмӗр.

    Рамиля Вафина, А.Абязов урамӗнчи супермаркет директорӗ:

    – Лавккана кирлӗ продуктпа тивӗҫтерессишӗн пирте запас çителӗклӗ тесе шутлатăп. Пӑшӑрханма сӑлтав ҫук. Кӗрпесем, пӗрремӗш черете кирлӗ пулакан япаласем пур, таварсене палӑртнӑ графикпа, икӗ куна пӗр хут илсе килеҫҫӗ.

    Ильсеяр  «Магнит» лавккан ӗçченӗ:

    – Кулленхи тавар кирлӗлӗхӗн ыйтӑвӗ ӳсмерӗ. Ҫынсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курмалли япаласене ҫеҫ туянаҫҫӗ. Хакӗсем стабильлӗ, пӗтӗм акцисем тата çăмăллăхсем те вăйра. Магазин прилавккисем ҫинче таварсем ҫитмеҫҫӗ пулсан, эпир кун тăршшӗнче ҫӗннисемпе тивӗҫтеретпӗр.

    Ильмир Измайлов, Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ:

    «Паян Ҫӗпрел районӗнче халӑх пурӑнакан вырӑнсенче 80 уйрӑм магазин, ҫавӑн пекех «Магнит» тата «Пятерочка» суту-илӳ сечӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Сахал йышлӑ халӑх пурӑнакан вырӑнсене автолавкӑсем каяççӗ. Районти суту-илӳ точкисенче эпир чи малтан кирлӗ продукци пуррине кулленех мониторинг тӑватпӑр. Магазинсенче пуринче те макарон, кӗрпе, ӳсентӑран ҫӑвӗ пек продукци запасӗсем пур. Ҫӗпрел ҫыннисене сас-хурана ӗненмелле мар тесе калас килет. Лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Продукци хакӗсем ӳссен, ҫакӑн ҫинчен 2-26-94 телефон номерӗпе пӗлтерме ыйтатпӑр.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: