Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Ватă çынсене пулăшаççӗ

    Пурнăç шăпи кӗске те, вăрăм та пулать иккен. Кам мӗн курассине Турă кăна пӗлет, паллах.

     

    Эпир арăмпа иксӗмӗр те 70 çулран иртсе кайнине те сисмерӗмӗр. Ача-пăча çуратса ӳстернӗ, вӗрентсе кăларнă, пурнăçӗсене йӗркелеме пулăшнă. Пурнăç урапи шав малалла кусать. Ӗлӗкхи вăхăтра кӗçӗн ача ывăл çуралнă пулсан, йӗрке тăрăх, унăн ашшӗ-амăшӗн килне юлса, ватăсене пăхмалла пулнă, урăхла каласан ăна тӗпчӗк тенӗ. Юлашки вăхăтра самана улшăнса пынă май, çынсен шухăш-кăмăлӗсем те улшăнса пыраççӗ.  Ачисем ашшӗ-амăшӗсемпе пурăнма юлмаççӗ тата хула пурнăçне юратса, хулана тухса каяççӗ. Ватă çынсен вара пӗчченех пурăнма тӳрӗ килет. Тӗпренчӗкӗсем тăтăшах килсе те çӳреймеççӗ ашшӗпе-амăшӗн çуртне. Мӗн тăвăн, хăйсен йăви тата кун-çулӗ.

    Пирӗн Хулаçырми вăтам шкулӗнче ватă çынсене пулăшас йӗркене питӗ лайăх илсе пыраççӗ. Ӗлӗкхи вăхăтра вӗсене тимуровцсем тетчӗç, хальхи вăхăтра волонтерсем теççӗ. Январӗн 11-мӗшӗнче пирӗн пата та волонтерсем хăйсен пулăшăвне сӗнме килчӗç. 4-мӗш класс ертӳçи Ирина Никитина пирӗн пата мӗн тӗллевпе килнине каласа кăтартрӗ. Хулаçырми вăтам шкулӗнче «Снежный десант» ятлă мероприяти йӗркелесе янă иккен, урăхла каласан ватă çынсен çурчӗсен таврашӗнчи юра тасатасси. Ачасем часах ӗçе пикенчӗç. Çакăнтан вара, ачасене тӗрӗс воспитани пани палăрчӗ, вӗсем тӗрӗс çул çине тăни куç кӗретех курăнчӗ. Çак маттур, пултаруллă ачасен ячӗсене палăртса та хăварас килет: Татьяна Саргандеева, Мария Коньева, Максим Каранкин, Анастасия Юркина, Дмитрий Ефремов, Дмитрий Чугунов, Данил Маняков, Евгений Никитин.

    Хулаçырми вăтам шкулӗн директорне Надежда Мокшинана тата учительсен коллективне пире çакăн пек пулăшу панăшăн вăрăм ӗмӗр, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, ачисене вара вӗренме ăнăçу сунатăп.

    Ырă сунса Хулаçырми ялӗн хисеплӗ çынни

    Николай Никитин.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: