Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Тракторист Елена

    Елена Алексеевна Степанова-Осипова 1920 çулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче  Аслă Аксу ялӗнче çуралнă.

    Вӑрҫӑ пуҫлансан ҫамрӑк хӗр Чукалти МТСа тракторист-комбайнерсен курсӗнче вӗренме пуçлать.

    Каярахпа «Коммунар» комбайн ҫине ларать. Сталин ячӗпе хисепленекен колхозра кунне-çӗрне пӗлмесӗр вăй хурать вăл. Тыр çи вăхăтӗнче комбайнпа ӗçлесен, çурхи-кӗрхи тапхӑрта трактор çине ларать. Арҫынсемшӗн те йывӑр пулнă ӗҫе чыслăн пурнăçлать. 1945 çулта яла пӗрерӗн-пӗрерӗн фронтовиксем таврӑнма пуҫласан кăна Елена Алексеевна комбайн штурвалне арçынсене парать.

    Елена Алексеевна вӑрҫӑран урине çухатса таврӑннӑ Петр Ильич Осиповпа пурнăç çавăрса ярать. (Петр Ильич вăрçăра  йӗлтӗрçӗсен батальонӗнче разведчик пулнă, фронтран кӗҫӗн сержант званийӗпе таврӑнать). Лăпкă пурнӑҫра вӗсем пилӗк ачана пурнӑҫ парнелеҫҫӗ, пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупма пулӑшаҫҫӗ. Ачисенчен ытларахӑшӗ  ялта тӗпленсе юлаҫҫӗ. 1961 ҫулта ҫуралнӑ кӗçӗн ывăлӗ Анатолий тӗп никӗсре пурăнать, вăрçă çулӗсенчи амăшӗн профессине – комбайнер пулнă май малалла тăсать.

    Елена Алексеевна 2003 ҫулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче вилнӗ.

     

    Статья вӗçӗнче

    Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул çитнине уявласа ирттерес умӗн, «Районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче» «Живая память»  шырав ушкăнне йӗркелесе, ӗçлеме пуçлани çинчен эпир çырнăччӗ ӗнтӗ. Çутӗç ветеранӗ Роберт Закиров шырав ушкăнӗнче активлă хутшăнакан тата канаш паракан.  «Живая память» информаци пухас енӗпе район çыннисем пулăшасса та ӗмӗтленет. Интереслӗ фактсем пулсан 2-28-82 тата 89297212607 (Валерий Лухманов) телефон номерӗсемпе  шӑнкӑравласа, хыпарлама май пур.

     

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: