Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Тин çуралнисене – ПАРНЕ

    Тутарстан Президенчӗн ырлавӗпе çирӗплетнӗ парне пуххине   пирӗн районта пӗрремӗшӗсем пулса Кивӗ Çӗпрел ялӗнчен виçӗ ача амăшӗ Марианна ТОПТЫГИНА илчӗ.

    Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Марианнăпа Сергей Топтыгинсен çемйинче виççӗмӗш ача çуралчӗ. Телейлӗ ашшӗ-амăшӗн аслă ывăлӗ Денис 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче 1 класра вӗренет, иккӗмӗш ывăлӗ Дмитрий «Солнышко» ачасен садне çӳрет. Хӗрӗ Майя вара январӗн 21-мӗшӗнче Хусан хулинчи больницăсенчен пӗринче çут тӗнчене килет.

    –  Мана районти ача çуратмалли уйрăмран Хусан хулинчи больницăна направлени панăччӗ. Хусана кайма тесе хатӗрленсе çӳренӗ кунсенче районти социаллă хӳтлӗх уйрăмӗнчен шăнкăравларӗç тата 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа халӗ çуралнă пӗчӗк ачасене парне пуххи пама тивӗçлине тата ăна илессишӗн мӗнле документсем кирлӗ пулнине ăнлантарчӗç. Апла кăна та мар, вӗсене пуçтарма та пулăшрӗç. Эпир районти социаллă хӳтлӗх уйрăмӗн ӗçченӗсене тав тăватпăр. Çак парне пуххинче ачашăн пӗрремӗш сехечӗсенченех кирлӗ пулакан япаласем питӗ нумай, тӗслӗхрен, памперссем, комбинезон тата ыттисем пур, – тет Марианна.

    Январь уйăхӗнче районти ЗАГС уйрăмӗнче ача çурални çинчен 9 свидетельство панă..

     

     

    Пирӗн справка: Кăçалтан пуçласа Тутарстанра çын пуçне вăтам тупăш пурăнмалли минимумран пӗчӗкрех пулнă çемьесене, ачисем çуралсан, вӗсене ача-пăча япалисен комплектне парнелӗç. Вăл Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн 2019 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнчи 1100 номерлӗ решенийӗпе килӗшӳллӗн вăя кӗрет.

    – Парне комплектне ача çуратмалли çуртран ачапа амăшне больницăран кăларнă кун парăнать. Больницăран кăларнă кун парне комплектне илмен вăхăтра, çемье (ашшӗ, амăшӗ, опекун) ăна пурăнмалли вырăнӗ енӗпе ача çуралнă кунран илсе ултă уйăхран та кая юлмасăр ача çуратмалли çуртра илме май пур, –  тет районти социаллă хӳтлӗх центрӗн пурлăх тӳлевӗсен уйрăмӗ Ольга Хисамова.

    Ача çуратмалли вырăнӗ енӗпе ача çуратмалли çуртран парне комплектне илессишӗн çак документсене памалла:

    – Республикăри пурлăх пулăшăвӗн центрӗн (компенсаци тӳлевӗсем) уйрăмне панă çемьери çын пуçне тӳрӗ килнӗ вăтам тупăш калăпăшӗ çинчен справка.

    Ача-пăча япалисен комплекчӗн парнишӗн пурăнмалли вырăнӗ енӗпе ача çуратмалли çурта памалли хушма майпа çаксене:

    – Тутарстан Республикин тулашӗнче е ача çуратакан çуртран ют çӗрте вырнаçнă ача çуратмалли çуртра ача çуралнине çирӗплетекен документ;

    – Тутарстан Республикин территорийӗнче вырнаçнă ача çураттаракан çуртран парне комплектне илменни çинчен справка;

    – ача çурални (усрава илни) çинчен свидетельство копийӗ.

    Çемьери çын пуçне тӳрӗ килнӗ вăтам тупăш калăпăшӗ çинчен справка илессишӗн,  парне илекенӗн пурăнмалли вырăнӗ енӗпе Республикăри пурлăх пулăшăвӗн (компенсаци тӳлевӗсем) центрӗн уйрăмне çак документсене памалла:

    – справка памалли çинчен заявлени панă уйăхччен виçӗ уйăхри çемьен кашни членӗн тупăшне çирӗплетекен документсем.

    Енчен те справка ыйтма килнӗ вăхăтра çемье ачашăн уйăхлăх пособи илекен пулса тăрсан, справкăна ачана уйăхлăх пособи палăртассишӗн панă документсемпе килӗшӳллӗн параççӗ.

    Справка илессишӗн паспорт кăтартмалла пулать.

     

     

    *   Парне пуххине çын пуçне вăтам тупăшӗ пурăнмалли минимумран иртмен, тин çуралнă ачисем пулнă çемьесене параççӗ. Унта комбинезон-трансформер, пӗчӗккӗ минтер – кокон, атă, ачасен утиялӗ, подгузниксем, халат, алшăлли, ача материалӗсем, пӗчӗкӗ ача валли тумсем, гигиенăра кирлӗ пулакан япаласем.

    * «Демографи» пӗтӗм çӗршыв шайӗнчи проект  – 2019 çулăн январь уйăхӗнчен Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарăвӗпе хута янă 12 патшалăх шайӗнчи проектсенчен пӗри.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: