Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • ШКУЛСЕНЧЕН ÇЫРАÇÇӖ

     Кивӗ Шемӗршелӗнчи пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулăн тимуровецсен отрячӗ аслă çулсенчи çынсене, тыл ӗçченӗсене пулăшу йӗркеленӗ.

     

     

    «Вӗренекенсем, ушкăнсем çине пайланса,  кӗреçесем тытса, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем, аслă çулсенчи çынсем патӗнче пулчӗç. Вӗсем картишре, пӳрт умӗнче пуçтарăннă юра хырса тасатрӗç»,- тесе çырать шкул сайчӗ.

    Шкулăн 8 класӗнче Люция Байбулатова (вӗрентекенӗ Зульфия Бикчурова) биологи предмечӗ енӗпе республка олимпиадинче, 9 класс вӗренекенӗ Талия Калимуллина литература предмечӗ енӗпе шкулта вӗренекенсен Пӗтӗм Раççейри олимпиадин регионри  этапӗнче призер пулнă.

     

     Нумай профильлӗ лицейăн аслă класӗнче вӗренекенӗсем çак кунсенче професси çул-йӗрӗ енӗпе уçă уроксенче Чрезвычайлă лару-тăру ӗçӗсен ӗçченӗпе Ильвир Салаховпа, çаплах, патшалăх инспекторӗсемпе Нияз Нуриевпа тата Андрей Ерановпа тӗл пулнă.

     

     Марс вăтам шкулӗнче Тутарстан АССР йӗркеленнин историне халалланă информацилле стенд тунă. Ăна шкул фойине вырнаçтарнă.

     

     Семен Уганин ячӗпе хисепленекен Матак шкулӗнче Астăвăм тата Мухтав çулталăкне халалланă уçă класс сехечӗ иртнӗ. Ачасем «Истори страницисене палăртса» текен класс тулашӗнчи мероприяти йӗркеленӗ. Шкулта, çаплах ачасен çул-йӗр-транспортпа суранланнине пропагандăлас енӗпе, Хусан хулин ОП Пăвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ С.М.Мурзаковапа профилактика калаçăвӗ ирттернӗ.

     

     Аслă Аксу вăтам шкулӗнче ӗлӗкхи вӗренекенсемпе – паянхи студентсемпе тӗлпулу пулнă. Тӗлпулура ял пуçлăхӗ А.В.Храмов хутшăннă, 8 аслă вӗренӳ çурчӗн, 12 вăтам  професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ çурчӗн студенчӗсем килнӗ. Мероприяти ТАССРăн 100 çуллăхне, Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çуллăхне халалланă «Астăвăм урокӗ» текен урокран пуçланнă.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: