Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • «Пурăннă пек те мар»

    «90 çулта эсӗ, тесе калаççӗ, эпӗ çав çулсене пурăнман та пек», – тет Суфия Хайруллина. – Йывăрлăхсене нумай куртăмăр ӗнтӗ, паллах».

    Мӗн тăвăн, вăрçă вăхăтӗнчи çынсене шăпа ачашламан. Тăхăр ача хушшинчен ватлăх кунӗсене Суфия аппана тата ултă пӗртăванне кăна килсе çитме пӳрнӗ. Вăрçă пуçланнă тӗле куçӗсем суккăрланнă ашшӗне фронта илмен. «Кăçал валли тырă çителӗклӗ,  тепӗр çул мӗнле те пулсан тӳсӗр, виçмине ӗнтӗ хам таврăнатăп вара», – тесе çар службине кайнă Абдулла пиччӗшӗ танкист пулнă май, çапăçу хирне пӗрремӗш кунтанах кӗрет. «Таврăнатăп», тесе шантарнă пулсан та, хыпарсăр çухални çинчен çырнă çыру кăна килет. Ашшӗ Атаулла 1943 çулта вилет. Амăшӗ Марфуга та унран юлсан, нумай тăмасть, çут тӗнчерен уйрăлса каять. Сӗм тăлăха юлнă çемье, ачисенчен чи асли Амина хăйӗн кӗçӗн йăмăкӗсене пулăшакан пулать.

    Вăрçă çулӗсенче амăшӗпе Факия аппăшӗ окоп  чавма кайнисене, хăйне ӗнтӗ вунă çултах МК тесе калакан тырă выракан техника таврашӗнче çӳреме тӳрӗ килнине лайăх астăвать. «Аслăраххисем тӗртсе çӳрерӗç, хăш чухне лашасем туртатчӗç çав МКна»,  – тет Суфия аппа. Ялта выçлăх, çуклăх хуçаланнă. Уйрăмах нумай ачаллă çемьесене йывăр пулнă. Атаулла пиччен тăлăха юлнă пилӗк хӗрӗ çимелли тупассишӗн ăçта мӗнле ӗç пур çавăнта ӗçе пуçăннă. Кӗреçепе пахча чаваççӗ вӗсем, çӗр айӗнче сыхланса юлнă çӗрӗк çӗрулмисене илсе таврăнса типӗтеççӗ, акăнмасăр юлнă хиртен эрӗм выраççӗ – ăна та типӗтеççӗ, кăмака хутса ăшăнассишӗн. «Çывăхри вӗлтӗренсене çисе пӗтернӗ хыççăн, çырма хӗррисене каяттăмăрччӗ», – аса илсе калаçать Суфия аппа.

    Казахстана кайса пылчăкран кирпӗчӗ çапнисем, Сталин вилнӗ çулсенче Киров енче вăрман каснă çӗрте пулнисем те асӗнче унăн. «Вăрмантан пурсăмăра та килсе илчӗç, чӗнмеççӗ. Хăрарăмăр, татах вăрçă пуçланнă-и, тесе тăратпăр. Клуба пуçтарчӗç. Хисеплӗ вырăнта хура хăюпа çавăрса илнӗ Сталин портречӗ тăрать. Питӗ йӗнӗччӗ çавăн чухне», –  тет.

    Çынна мӗн кăна курма тӳрӗ килсен те, пурнăçран пурпӗрех  писмест, Суфия аппа та района килсе ӗçе вырнаçать. Унта пӗр аппа патне хваттере кӗрет. Çак аппа каярахпа унăн хунямăшӗ пулса тăрать. Рифкатьран вăл икӗ ача çуратать. Шел пулин те, мăшăрӗ те, ывăлӗ çамрăкла вилеççӗ. Суфия аппа 31 çул хушши редакцире ӗçлет. Ял пурнăçӗнчен уйрăлмасть, общежитире пурăнсан та, сурăхсем те усрать, тăван ялне кайса çӳресе пахчаçимӗç ӳстерет, пахчине акать, качча каймасăр ватăлса пынă аппăшӗсене те пулăшса пурăнать. Алă ӗçӗсене те питӗ ăста хастар хӗрарăм. Унпа пӗрле нумай çул хушши пӗрле ӗçленӗ Галина Гаврилова чăлха çыхма Суфия аппа вӗрентни çинчен калать. Вӗрентнипе кăна мар, çӗрӗпе çыхнă алă ӗçӗсене тусӗсене те валеçет вăл.

    Паянхи кун вара Суфия аппа хӗрӗпе Лейсанпа, кӗрӗвӗпе Ильдарпа, мăнукӗсемпе Ильнарапа, Айзилапа пӗрле пурăнать. Вӗсем ăна питӗ юратаççӗ, сума сăваççӗ. Пулăшса тăнăшăн, пуриншӗн те тав туса, ăна вăрăм тата çирӗп сывлăх сунаççӗ.

    90 çулти, хастарлăхпа çӳрекен Суфия аппана пăхса ăмсанман çын çук-тăр районта. Ырă кăмăллă, кашнине пулăшу пама тăрăшса пурăнни ăна çавăн пек вăй-хăват парать-и, ытти тӗрлӗ сăлтавӗ пур-и, ăнланмастăн. Суфия аппа вара хăй: «Атте-анне кӗске ӗмӗрлӗ пулчӗ, анчах вӗсен юлнă çулӗсене мана хушса панă-тăр Турă», – тет, çавна май. – Тен çамрăк чухне çинӗ вӗлтӗренсем те вăрăм ӗмӗрӗн сăлтавӗ пуль»,- тесе кулать. Пурăнма  яланах тӗллев пултăрччӗ, вăрçă терт-нушине тӳссе ирттернӗ ăрăва.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: