Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Ҫӗпрел районӗнче уйрăлакансен шучӗ сахаллипе республикӑра пӗрремӗш тăваттăлăха кӗнӗ

    Пӗрремӗш тăваттăлăхра

    Телейлӗ пулӑр! Нумаях пулмасть районта питӗ илемлӗ мăшăр –      Алмаз Валиевпа Расима Сабитова – çемье çавăрчӗç.

    Вӗсем иккӗшӗ те Ҫӗпрел районӗнче ҫуралса ӳснӗ, çавăнтах ӗҫлеме пуҫланӑ çамрăксем.

    Расима – Ҫӗнӗ Чукал ялӗн хӗрӗ. Амӑшӗн Танзилян професси ҫулне малалла тăснă  май, вӑл та педагог профессине суйланă. Малтан Ульяновскри социаллӑпедагогика колледжӗнче вӗреннӗ. Хальхи вăхăтра пӗлӳне Ульяновскри патшалӑх педагогика университечӗнче малалла тăсать. Районти çутӗç 

    пайӗнче ӗҫлет. Алмазăн ӗç вырӑнӗ – шалти ӗҫсен районти уйрăмӗ. Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Хусанти юридически институтра  вӗреннӗ. Района таврăнса ӗçлеме пуçланăранпа та ӗнтӗ вунӑ ҫула яхӑн. Алмаз Валиев – экономика хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерес тата коррупцие хирӗҫ тăрас çул-йӗр енӗпе аслӑ оперуполномоченнӑй, полици капитанӗ. Ҫамрӑк мăшăра – Валиевсене телейлӗ пурнӑҫ сунатпӑр!

     

     

    2019 ҫулта пирте уйрăлакан çемьесен шучӗ 32  пулнӑ. Çакăн ҫинчен районăн ЗАГС уйрăмăн заведующийӗ  Альбина Шарафутдинова пӗлтерчӗ.

    Уйрăмрах иртнӗ çул 108 ача ҫуралнине, 369 ҫын вилнине регистрацие илнӗ. 85 ҫемьене савӑнӑҫлӑ  лару-тăрура регистрацилесе, вӗсене мӑшӑрланни çинчен свидетельствисем панӑ.

    Савăнăçлă мероприятисене шутласа кайсан,  уйрăмра ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлассине  пӗрремӗш плана хураççӗ. Социаллӑ тытăм, культура уйрăмӗпе пӗрле тата ӗҫ коллективӗсем хутшăннипе Çӗнӗ çулăн пӗрремӗш  мӑшӑрне, Çӗнӗ ҫулта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачана, «Амӑшӗн капиталӗ» сертификачӗсене параҫҫӗ.

    – Ҫулталăк тăршшӗнче  10 ҫемьене – бриллиант туйпа, урӑхла каласан, пӗрле пурăнма тытăннăранпа  60 ҫул çитнӗ ятпа саламларăмăр. Çаплах 65, 55, 50, 45, 40, 35 çул  пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене те чыслама тӑрӑшрӑмăр, –  тет Альбина Шарафутдинова.

    Тата тепӗр интереслӗ факт – районта ҫурални ҫинчен свидетельство илнӗ 108 ачаран 59шӗ хӗрача, 49шӗ арçын ача пулнӑ. Ангелина, Иван, Камила, Ралина, Владимир, Александр – Ҫӗпрелӗнчи ашшӗ-амăшӗсем ачисене час-часах паракан ятсем иккен. Çаплах, сайра тӗл пулакан ятсем  – Тамерлан, Эвелина ятсене паракансем пулнă.

    Альбина Шарафутдинова каланӑ тӑрӑх, мӗнпур ҫуралнă ачасенчен 37шӗ çемьере пӗрремӗш, 36 – иккӗмӗш, 25 – виҫҫӗмӗш, 11 тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхисем пулса ҫуралнӑ.

    Районта вилӗм статистикине анализласан та  ҫак кӑтарту 2018 ҫулхине пăхсан 9  сахалрах пулнине курма пулать. 2019 ҫулта 186 арҫын, 183 хӗрарӑм вилнӗ. Тата арҫынсем хушшинчи вилӗм 68-70 ҫултисене тӳрӗ килсен, хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче – 80 ҫул тата унран аслӑраххисем пурнăçран уйрăлса кайнă.

     

     

    мăшăрланакансен шучӗ

    2014 çулта – 121, 2015 – 99, 2016 – 67, 2017 – 86,  2018 – 74, 2019 – 85.

     

    Уйрăлакансен шучӗ

    2014 çулта – 53, 2015 – 42, 2016 – 34, 2017 – 35, 2018 – 35, 2019 – 32.

     

    Мӗнпурӗ пилӗк çулта

    Мăшăрланакансем  532                 Уйрăлакансем     231

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: