Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • НИКОТИН юн тымарӗсене пӗрет

    «Начар йăлан лайăххи çук», тет халăх. Çакăн пек начар йăласенчен пӗри – пирус туртни ăçта илсе çитерни çинчен нарколог Альфия ШИГАБУТДИНОВА каласа парать.

    – Табакпа чи малтан Мексикăра майя индеецӗсем усă курма пуçлаççӗ. Тӗн йăлисене пурнăçланă чухне вӗсем унăн çулçине çунтараççӗ, тӗтӗмне уйрăм трубасем урлă туртаççӗ. Европăра пӗрремӗш  сигарăна Колумб экспедицийӗнче хутшăннă матрос Родриго де Херес туртать. Францие пируса Франци посолӗ Жан Нико илсе килет. Вăл пируса «лайăх кăмăл паракан, шăл тата пуç ыратнинчен эмел» тесе пӗлтерет. Пирусăн активлă  веществине çавăнпа та «никотин» тесе калаççӗ. Францирен пирус Европăн ытти çӗршывӗсене те куçать. 1585 çул Англире Елизавета I  патша туртакансене  вăрăсемпе танлаштарнă, урам тăрăх вӗсен мăйӗсенчен вӗрен çыхса туртса çӳренӗ. Иккӗмӗш истори, 1585 çул Раççее пируса  акăлчансем кӗртнӗ тенӗ. Çакна хирӗç кӗрешӳ Михаил Федорович вăхăтӗнчех пуçланать: пӗрремӗш хут туртнине курсан, ура тӗпне 60 хутчен çапмалли наказани панă, иккӗмӗш хутӗнче – сăмсине тата хăлхисене каснă. 1697 çулта I Петр  патша халăха пирус сутма ирӗк парать. Хăй те Голландире пулса таврăннă хыççăн, хӗрӳллӗ пирус туртакана çаврăнать. Ыйтнисенчен курăннă тăрăх, çамрăк çынсенчен нумайăшӗ пируса пӗрремӗш хут çăварне «чăнкă» курăннассишӗн, хăйне аслăрах туяссишӗн хыпнă. Хăш-пӗрисем юлташӗсем туртнипе интересленнӗ. Чи çамрăк пирус туртакан сигарăна çăварне 5-мӗш класра вӗреннӗ чухнех хыпсан, чи асли 18 çулта çар ретӗнче туртса пăхнă. «Пирус туртма пăрахма шутланă-и?» текен ыйту çине нумайăшӗ: «Çапла, анчах ăнăçсăр вӗçленчӗ, паянхи кунччен пăрахаймастăп» тесе, пурӗ те пӗри кăна: «Çапла, ӗлӗкхилле туртмастăп», тесе хурав панă. Апла пулсан, ыйтса пӗлнисенчен çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума май пур. Пируса хăнăхма питӗ хăвăрт, анчах унтан хăтăлас  туйăм ӗмӗрлӗхе  пыма пултарать. Кашни пирус туртакан хăйӗн ӗмӗрӗнче пӗр хутчен кăна пулсан та пирусран хăтăлма тăрăшать, анчах та пултараймасть. Пурӗ те çынсенчен сахалăшӗ кăна  вăй-хал тупса, çак чиртен хăтăлма пултарать. Пирус пӗтӗм Çӗр чăмăрӗ тăрăх сарăлнин сăлтавӗ – çыннăн организмӗ ăна питӗ хăвăрт  хăнăхни. Çакă унăн составӗнчи никотинпа çыхăннă. Никотин малтан кӗске вăхăт хушшинче пуç мимин  тата ытти органсен юн тымарӗсене сарса ярать. Çавна май çын хăйӗнче хушма вăй-хăват килнине туять. Пуçра ӗç-пуç активланать. Анчах та çак  витӗм сахал вăхăта кăна пырать. Юлашкинчен çыннăн активлăх шайӗ чакать, аппати килсе тухать. Малтанхи «техӗмне» тытассишӗн, çын час-час туртма пуçлать тата çак мираж хыçӗнчен чупнине аса илтерет. Çын, çапла вара, пируса хăнăхать, унсăрăн пурăнма пултараймасть. Кӗсйинче кăштах укçи пулсан, çемйи валли çăкăр илсе таврăнас вырăнне, темиçе пулсан та сигарет илет, е укçи пулмасан, иртсе пыракан çынран ыйтса илме те вăтанми пулать. Тар тăкса ӗçлесе илнӗ укçипе наркăмăш сутса илекене ăслă теме пулать-и?! Çапла, юрать-ха хăйне кăна наркăмăшласан. Пирус туртакан хăйне кăна мар, йӗри-таврарисене те сиен кӳрет. Пирус тӗтӗмӗпе тулнă пӳлӗмре 1 сехет ларнă çын 4 сигарет туртса пӗтернӗ çын пек наркăмăшланать. Тишкерӳçӗсен шухăшӗпе, çывхартса шутласан çулталăка 700 пассивлă пирус туртакан, урăхла каласан пирус туртакансем çумӗнче тăракан ӗçре вилет, 3 пин çурри килте. Çаплах, пирус тӗтӗмӗ витӗмӗнчен эрнене пӗр кăна çын пулсан та, больницăсенче, медицина организацийӗнче те вилет иккен. Мӗншӗн тесен пирус çыннăн организмне каласа пӗтерме çук пысăк сиен кӳрет. Пирусри никотин, хăйне кура пӗр киленӗçлӗх парса, тӗп нерв системине хавшатать, организма кӗрешме хистет. Никотин – питӗ наркăмăшлă  вещество, чи малтан туртма пуçласан йывăрлатакан: кăмăл пăтранни, пуç çаврăнни, хăсни, чӗре таппи хăвăртланни,  пырта, çăтнă чухне тата хырăмлăхра хӗсӗнни, ыратни пек тата кун хыççăн пуç минресе ăна  çухатни пек курăнусем килсе тухаççӗ. Çакăн пек реакци кашни сывă çынра палăрать. Пирус туртаканăн, питех те пирус туртакан вӗренекенсен вӗренӗвӗ тата канăвӗ çине, никотин тӗп нерв системине сиен панипе кăна мар, çаплах вӗренекенӗн урок вăхăтӗнче туртасси килнипе, пӗтӗм шухăшӗ пирус çине куçнинчен те пăсăлать. Пирус  туртни:  урокра  вӗренес пултарулăха чакарать, тӗрӗс шутлама кансӗрлет, ăс-тăн начарланать. Пирус туртакан вӗренекенсем тăхтавра ыттисемпе пӗрле канмаççӗ, урок пӗтсенех пирус тӗтӗмӗ тата ытти шăршăсем тулнă туалета чупаççӗ, тăхтава çавăнта ирттереççӗ. 

    Никотин, наркăмăшлă пирус тӗтӗмӗ  углерод окиçӗпе пӗрле хутшăнса, пуçа ыраттарать, тарăхтарать, ӗçлес пултарулăха чакарать, пӗтӗмлетӳре вӗренекен урока вара вӗренес туйăмпа кӗмест. Пирус хӗрсене сиен панине те каласа иртмелле, вӗсем – пулас аннесем, вӗсенчен çуралнă ачасем – пирӗн малашлăх! Пирус туртни хӗрарăмсене  хăвăрт ватăлтарать, варта тӗвӗленнӗ ачара тӗрлӗ чирсем кăларса тăратнипе хăрушă. Пӗтӗм тӗнчери статистика даннăйӗсене пăхса илсен, туртакан хӗрарăмсенчен çуралнă çамрăк ачасем вилнӗ тӗслӗхсем, туртман хӗрарăмсенчен çуралнисемпе танлаштарсан 40 %  ытларах. Пӗтӗмлетсе каласан, никотин юн тымарӗсене сарать, хӗсет тата вӗсен шалти  кăткăс тӗртӗмӗсене улăштарать, юн çаврăнăшне начарлатать, ӳт-пӗвӗн уйрăм участокӗсене кислородпа тата тутлăхлă веществосемпе тивӗçтерессине, сиенлӗ продуктсене кăларассине йывăрлатать. Пирус валли укçа тупас тӗллевпе преступлени çулӗ çине тăнă çул çитмен çамрăксем те пур. Пӗрремӗш черетре вӗсем вак хулиганла ӗçсем тума пуçлаççӗ: хăратса хăйсенчен кӗçӗннисенчен е пӗр çултисенчен укçа тăпăлтараççӗ, унтан çыннăн кӗсйине кӗреççӗ. Çакă ӗнтӗ малашне тата та пысăкрах преступленисене çаврăнасси паллă. Веçех пӗчӗк кăна ӗç-пуçран, хăйне аслăрах кăтартасси, юлташӗсем хушшинче «чăнкăрах» пулас килнинчен пуçланса каять.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: