Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • «Ӗҫленӗ ӗçсем савӑнтараççӗ»

    Совет тапхăрӗнчи колхозсене аталантарма нумай вӑй хунӑ ертӳçӗсенчен тата специалистсенчен нумайăшӗ халӗ тивӗҫлӗ канура. Çакна та пăхмасăр, вӗсене тимлӗх  тата хисеплесси чакмасть.

    Ҫав ҫулсенче  уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ енӗпе район шайӗнче те чи малти вырăнсенче пынă Чапаев ячӗпе хисепленекен колхоза  Лазарь Дергунов, Герман Дементьев тата Николай Верхеев пек опытлă ҫынсем ертсе пынӑ. Лазарь Васильевич ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илнӗ çӗрте кăтартнă паттӑрлӑхӗсемшӗн  1948 ҫултах Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫлӗ пулать. «Çакăн пек ертӳçӗсем  хыҫҫӑн колхоза ертсе пырасси икӗ хутчен яваплăх ыйтать. Ун хыççăн пӗрремӗш ӗç хăнăхăвӗсене Мортаза Халитов ертсе пыракан «Ирек» колхозра илни те питӗ юрарӗ. Теччӗри совхоз-техникума хӗрлӗ дипломпа вӗҫленине пӗлсен, опытлӑ тӗп агроном Шамиль Салахов мана яланах сӑнама тӑрӑшрӗ. Паллах, маншӑн ҫакӑ усӑ кӑна пулчӗ», – тесе  калаçать иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш çулсенче  Чапаев ячӗллӗ пысăк колхоза  ертсе пынă Николай Верхеев.1972 ҫулта Хӗç-пăшаллă вăйсен ретӗнче взвод командирӗн çумӗ пулса служить тунӑ. Сержанта,  таврӑнсанах, районти ял хуҫалӑх управленине агроном пулма ӗçе чӗнеççӗ. Кунти ӗҫ ҫулӗсем унӑн асӗнче уйрӑмах ҫутӑ асаилӳсем пулса сыхланаççӗ. Кунта вӑл пулас мăшăрӗпе Чӑваш Республикин Красноармейски районӗн хӗрӗпе Людмилăпа паллашать. Селекционер-зоотехник специальноҫӗ илсе, направленипе килнӗ ҫамрӑк хӗр пӗрремӗш тӗлпулурах каччӑн кăмăлне каять.   «Николай чипер, питӗ ӑслӑ, дисциплинӑллӑ каччăччӗ. Пӗрле ӗçленӗрен, яланах пӗр-пӗринпе курнăçсах тăтăмăр. Туслашса нумай çӳремерӗмӗр, ҫемье ҫавӑрма шут тытрӑмӑр.  Правленийӗн кадрсен уйрăмӗн начальникӗ Хуршида Ахметова пире: «Эсир чипер мӑшӑр, телейлӗ пулатăр!» тесе калатчӗ. Акӑ ӗнтӗ 50 ҫула яхӑн  эпир пӗрле. Пӗр ывӑл, икӗ хӗр ӳстертӗмӗр. Пурте аслӑ пӗлӳ илчӗҫ. Ҫемйисемпе  вӗсем те лайăх пурӑнаҫҫӗ», – тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Людмила аппа. Пӗлӳне тата та ӳстерес тӗллевпе Николай куçăмсăр майпа Ульяновскри ял хуҫалӑх институтне вӗçлесе, ученӑй-агроном специальноçне илет. «Дружба» колхозра тата çӗрулми ӳстерес енӗпе Ульяновск облаҫӗнчи опытлӑ станцире тӗп агроном пулса темиҫе ҫул ӗçленӗ хыҫҫӑн, 1976 ҫулта, тăван ялӗнчи Чапаев ячӗллӗ колхоза агроном пулса таврăнать тата икӗ çултанах тӗп специалист ӗçне палăртаççӗ. «Тӑван ҫӗр ҫинче ӗçленинчен те пысӑкрах телей ҫук-тăр. Ирхине ӗçе тухнă кашни кунăмшăн савӑнаттăм. Уй-хир ӗçӗнчи лайăх кӑтартусене те çӗнсе илтӗмӗр. 6260 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсенчен ҫулсерен пысӑк тухăç илме пултартăмăр, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ тата апат культурисем ӳстерес енӗпе те малта  вырăна тухрăмăр. Ҫав ҫулсенче  ХХII партсъезд, «Ирек», «Россия» тата Калинин ячӗпе хисепленекен колхозсем малти пыракансем пулса шутланчӗç. Уй-хир ӗçӗсенче малта пыракан технологисемпе, ҫӗнӗ сортлӑ вӑрлӑхсемпе ӗҫлени, ака çаврăнăшне тӗплӗн пурнӑҫлани лайӑх кӑтартусем пачӗç», – тет юбиляр. 1985 ҫул пуҫламӑшӗнче ăна колхозниксем  пӗр саслӑн правлени ертӳçи пулма суйлаҫçӗ тата йӑнӑшмаçҫӗ. Çак çулхи кăтартусемшӗн Чапаев ячӗллӗ                                                                                                                                           колхоз КПСС Центральнăй комитечӗн, СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн тата ВЦСПСăн Хисеп грамотисемпе парнеленет.                                                                                                                                      1986-1987 çулсенчи  ӗç пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе те колхоз малтисен ретӗнче пулать тата парне пулнă май, правление автобус килет. Çакна та аса илтерес пулать, Николай Николаевич ертсе пынӑ ҫулсенче Чапаев  ячӗпе хисепленекен колхозра 3300 пуç сысна, 2700 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата ҫав шутра сӑвакан 350 ӗне усранă. Колхоз пысӑк продуктивлӑ тынасем ӳстерес енӗпе  интересленет. Николай Верхеевăн тăрăшуллăхӗпе  выльӑхсем валли 18 ҫӗнӗ здани туса лартнă, автомашинӑсем валли тӑрӑллӑ, гаражсем, мастерскойсем, ача сачӗсем  тăвăннă. Колхозниксемшӗн 28 ҫурт усă курма панă.

     

    Колхозниксен пурӑнмалли  условийӗсене лайӑхлатасси яланах тӗп тимлӗхре пулчӗ. 25 гектара яхӑн лаптӑк йышӑнакан сад та колхоз кассине пысӑк тупӑш кӳретчӗ. Чапаев ячӗпе хисепленекен колхоз территорине кӗнӗ пилӗк яла газификацилес çулсем те Николай Верхеев  ертсе пынă  вăхăтсене тӳрӗ килет.

    Нумаях  пулмасть Николай Верхеев 70 çул тултарнă хӑйӗн çемйине тав тăвать. «Вăй-хăвата  – эпӗ çемьерен илтӗм. Мăшăрăм питӗ лайӑх пулчӗ. Енчен ун пек мăшăрăм пулман пулсан, эпӗ  ăнăçусенчен çуррине те çӗнсе  илеймен пулӑттӑм», - тет вăл.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: