Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • АЧАЛЛĂ ÇЕМЬЕНЕ пулăшу

    Демографи ыйтăвӗ – çӗршывра кулленхи проблема пулса юлать. Çуралакансен шутне ӳстерес, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвӗ парас енӗпе кашни çул хушма мерăсем йышăнаççӗ. 2020 çулта та хăш-пӗр улшăнусем вăя кӗчӗç.

    – Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн 2007 çулхи январӗн 18-мӗшӗнчи 9 номерлӗ решенийӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗ-амăшӗн (законлă представительсен) ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн тӗп компенсацине илекен ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсацилеççӗ, енчен те вӗсен çемйисен вăтам тупăшӗсем 20000 тенкӗрен кая мар пулсан, – тет районти социаллă хӳтлӗх центрӗн пурлăх уйрăмӗн заведующийӗ Ольга Хисамова.

    Специалист каланă тăрăх, 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен тупăшӗ пурăнмалли минимумран пӗчӗкрех пулнă виçӗ тата унран та нумайрах ачаллă çемьесене ашшӗ-амăшӗсен тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсаци виçи пурăнма кирлӗ чи пӗчӗк виçе 100 процент таран ӳсет.

    Кун пек чухне нумай ачаллă ашшӗ-амăшӗсен, вӗсен вăтам тупăшӗсене ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсаци илекен чи пӗчӗк виçи автоматлă майпа пысăкланӗ. Компенсаци тума çӗнӗ виçепе социаллă хӳтлӗх органӗсене заявлени памалла мар.

    Компенсаци виçи

    аяларахри формулăпа шутланать:

       ДК=Ф х (100%-МДД) – К:

       ДК – компенсаци виçи;

      Ф – тивӗçлӗ çак çул валли Ӗç тăвакан комитет решенийӗпе çирӗплетнӗ ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн виçи фактра илӗнекен виçи;

      МДД – граждансен ашшӗ-амăшӗн тӳлев тăкакӗсен чи пысăк пулнă пайӗ;

       К – ашшӗ-амăшӗсен тӳлевӗн пӗр пайӗн тӗп компенсаци виçи.

     

     

    Шкул çулне çитичченхи пӗлӳ памалли вӗренӳпе вӗрентӳ программине вăя кӗртекен çутӗç организацийӗсенче ачана пăхнăшăн тата воспитани панăшăн граждансен ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн тăкакӗсен максимальлӗ май пулнă пайӗ

     

     

    Çемьен кашни çын пуçне тӳрӗ килнӗ тупăш виçи

     

    Граждансен ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн тăкакӗсен май пулнă ытларах пайӗ (%)

             1 ачана

    2 ачана

     

    3 ачана

     

    Заявлени панă дата тӗлне Тутарстан Республикинче палăртнă пӗр çын пуçне пурăнмалли минимум калăпăшӗччен (18 çулчченхи виçӗ тата унран та нумайрах ачисем пулнă çемьесемшӗн)

         0

     

         0

     

            0

     

    10000 тенкӗччен

         60

            38

         23

    10001тен  пуçласа 15000 тенкӗччен

         70

            43

          36

    15001тен пуçласа 20000 тенкӗччен

         80

            53

          53

    20000 тенкӗрен ытларах

        100

           100

     

          100

     

     

    Ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн пайне хушма компенсацилеме кирлӗ документсем:

    – заявлени параканăн тата унăн çемйин членӗсен тупăшӗсене çирӗплетекен документсем компенсаци парасси çинчен çырнă заявлени париччен юлашки ултă уйăх маларах;

    – ача (ачасем) çурални çинчен çирӗплетекен свидетельствăн копийӗ –  Тутарстан Республики тулашӗнче ытти вырăнсенче регистрацийӗ иртнӗ вăхăтра;

    – Раççей Федерацийӗн ытти субъекчӗсен территорийӗнче вырнаçнă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацирен, професси пӗлӗвӗ паракан организацирен вунулттăран пуçласа вунсакăр çулчченхи ачана (ачасене) вӗрентнине çирӗплетекен справка;

    – мăшăрланни çинчен свидетельствăн копийӗ (мăшăрланнине çирӗплетекен Тутарстан Республикин тулашӗнче патшалăх регистрацийӗ тунă вăхăтра);

    – Раççей Федерацийӗн гражданла законӗсемпе килӗшӳллӗн çырса хатӗрленӗ шанăçлă лицосемшӗн доверенность.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: